08 августа 2012 г.
ШУПАШКАРТА пурăнакан Светланăпа (вăл - хамăр ентеш, Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ, хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова) Евгений Александровсен икĕ ача пулнă ĕнтĕ. Анчах та вĕсем, ачасене чунтан юратакан çынсем, çемье йышне татах та пысăклатма шутланă. Пысăк çемьере пысăк савăнăç пултăр, хваттер ача-пăча сассипе тултăр, тесе шутланă мал ĕмĕтлĕ ашшĕпе амăшĕ. Питĕ шел, виççĕмĕш ача çемьене савăнăç кÿмен – арçын ача алăсемсĕр çуралнă...
Тăхăр уйăхри Кирилл çине лăпкă куçпа пăхма май çук. Çак пепке çине пăхсан куççуль сăрхăнать, чун-чĕре ыратупа тулать. Вăл, икĕ алăсăрскер, тантăшĕсем пек упаленеймест, утма хăтланмасть. Шăл тунисем кĕçетсен пепкесем çăвара алă пÿрнисене чикеççĕ, Кирилл вара урине кăшлама тытăнать. Вăл теттене те, сĕт кĕленчине те, печени-пĕремĕке те тытаймасть...
Светланăпа Евгений Александровсем хăйсен пепкине пулăшасси пирки кунĕн-çĕрĕн шутлаççĕ. Кил хуçи Германири Мюнхен хулинчи Ортопеди техника клиникипе çыхăннă. Нумаях пулмасть унтан Александровсене консультацие килме йыхрав ярса панă. Анчах консультаци валли 200 пин тенкĕ кирлĕ. Имплантат лартма вара 1 миллион тенкĕ ытла тÿлемелле. Çитменнине, пысăк укçана клиникăна çак уйăхрах куçарса памалла.
– Мĕн пур пурлăха сутсан та эпир хамăр тĕллĕн çак суммăна пухаймастпăр, – пăшăрханса калаçать кил хуçи. – Эпир ырă кăмăллă çынсем пулăшасса чунтанах шанатпăр. Пирĕн пепке çăкăра та пулин хăй тытса çитĕрччĕ.
Александровсем укçа тÿлесе çын хваттерĕнче пурăнаççĕ, хăйсем кирлĕ пек апатланаймасăр-тумланаймасăр ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Тепĕр ашшĕ-амăшĕ пулсан Кирила больницăран та илсе кайман пулĕччĕ. Александровсем вара аран-аран йÿнеçтеркелесе пурăнсан та малалла талпăнаççĕ.
Нушаллă çамрăк çемьене пирĕн район çыннисем те пулăшма пултараççĕ. Вĕсемшĕн кашни тенкĕ хаклă. Пурте пĕрле ыр кăмăллăх кăтартасчĕ. Ырă ĕç ырăпа таврăнни пирки манар мар.