08 августа 2012 г.
ПУЯНКАССИ ялне пырса кĕрекен урамра пурăнаççĕ Захаровсем. Илемлĕ çурт-хуралтă, тирпейлĕ пахча... Кил картишĕ вара выльăх-чĕрлĕхпе пуян. Ĕçчен Германпа Алена 5 вăкăр, 1 тына пăру, 4 çăвăрлакан сысна, кăрккасем, хурсем, чăх-чĕп тытаççĕ. Паллах, çакăн чухлĕ выльăхран çемье валли тупăш пулатех. Самăртнă вăкăрсем, сутсан, укçана куçаççĕ, çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Сысна çурисен хакне шута илсен, вĕсенчен те самай нухрат пухăнать.
"Хамăр алăпа хамăр туса илнĕ продукци тутлăрах. Выльăх-чĕрлĕх усранин тупăшĕ те пурах. Ÿркенмелле кăна мар", – пĕлтерчĕç Захаровсем. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ. Ялта пурăнакансен картишĕ выльăхпа илемлĕн курăнать, вĕсемсĕр вăл – тăлăх.