08 августа 2012 г.
ÇЫН пурлăхне хапсăнакансем, аллисене ирĕке яракансем районта шав-шавах тĕл пулаççĕ-ха. Çитĕннисемпе танах çул çитмен çамрăксем те кукăр çул çине тăраççĕ. Акă июнĕн 7-мĕшĕнче, çĕрле, 17 çулхи çамрăкпа 1976 çулта çуралнă арçын Кивĕ Чукалти И. гражданка хуçалăхне кĕнĕ. И-пе пĕрле пурăнакан арçынна хĕненĕ, сотовăй телефон вăрласа тухнă.
Маларах çул çитмен çамрăк судра айăпланнă, ют çын пурлăхне вăрланăшăн саваламан суд сакки çине ларнă.
Халĕ çак икĕ çын пирки уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.