08 августа 2012 г.
Çак кунсенче Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче пушарпа прикладной спортăн кустри ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Тăвай, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи тата Тутарстанри Çĕпрелти патшалăх пушар хăрушсăрлăх службин подразделенийĕсен командисем ăмăртрĕç.
Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ – районти чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăх комиссийĕн председателĕ В.Петьков уçрĕ. Владимир Александрович командăсене ăнăçлă стартсем, лайăх результатсем сунчĕ.
Ăмăрту программи пусма тăрăх хăпарса вĕренÿ башнин тăваттăмĕш хутĕнчи чÿречине кĕрессинчен пуçланчĕ. Малалла вара командăсем ипподромра чăрмавсем урлă каçса 100 метр чупассипе, шутлă минутсенче условнăй пушара сÿнтерме пуçлассипе вăй виçрĕç.
Кăтартусене пĕтĕмлетсен Тăвай районĕн команди пĕрремĕш вырăна тухни палăрчĕ. Шăмăршăсем – иккĕмĕш, Патăрьелсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Лайăх результатсем кăтартнă май, Тăвайпа Шăмăршă районĕсенчи пушар чаçĕсен командисем республикăн финалти ăмăртăвĕнче те вăй виçĕç. Çак ăмăрту çывăх кунсенчех, августăн 24-мĕшĕнче, Канаш хулинче иртет. Шăмăршă командине финалти ăмăртура та ăнăçу сунатпăр.