Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комисси ларăвĕ иртнĕ

08 августа 2012 г.

Нумаях пулмасть район администрацийĕн ларусен залĕнче право йĕркипе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев председатель пулса ертсе пычĕ. Ларура комиссисен членĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, предприятисемпе организацисен представителĕсем пулчĕç.

Правона сыхлакан органсем, влаç органĕсем право йĕркипе тивĕçтерес тĕлĕшпе 2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче мĕнлерех ĕçлесе пыни тата иккĕмĕш çур çулта еплерех задачăсем тăни пирки Шăмăршă районĕн прокурорĕ С.И. Егоров, РФ ШĔМĕн "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕн начальникĕ К.С. Махмутов, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕн начальникĕ Р.Н. Шайхалов каласа пачĕç.

Алкоголизмпа наркомани профилактикин ĕçĕ-хĕлĕпе, ÿсĕр тата наркотиксемпе усă куракан çынсен преступленийĕсене пÿлессипе, КОДЕИН тата ТРОПИКАМИД хутăшĕллĕ препаратсемпе аптекăсенче палăртнă йĕркене, врачсен рецепчĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлесе пынипе полици уйрăмĕн начальникĕ К.С. Махмутов, район больницин тĕп врачĕ И.А. Смирнова паллаштарчĕç.

Коррупци çулне пÿлес, çав шутра должнăçри çынсен преступленийĕсене уçса парас енĕпе еплерех ĕçлени çинчен район прокурорĕ С.И. Егоров тата Патăрьелĕнчи следстви пайĕн начальникĕ Р.Н. Шайхалов пĕлтерчĕç.

Районти ялсенчи урамсенче, обществăлла вырăнсенче граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă мерăсем пирки полици уйрăмĕн начальникĕ К.С. Махмутов тухса калаçрĕ.

Лару пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тивĕçлĕ йышăну тунă, яваплă çынсене хушусем панă.

Ларусенчи ĕçлĕ калаçусем, пĕтĕмлетÿсем пĕрлехи вăйпа тĕрлĕ преступленисемпе кĕрешессинче, вĕсен çулне пÿлессинче сисĕмлĕ витĕмлĕх кÿреççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика