08 августа 2012 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ культурăпа кану центрĕ çумĕнчи Долговсен çемье ансамбльне районта лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пултаруллă ансамблĕн çепĕç юррисене, савăк сăвă-такмакне районти тĕрлĕ фестивальсенче, смотр-конкурссенче тата Акатуйра халăх яланах ăшшăн йышăнать.
Нумаях пулмасть Долговсем Карапай Шăмăршăра тата Пуянкассинче пулчĕç, çак ялсен культура учрежденийĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çемье ансамблĕ хăйĕн программине "Чун-чĕререн савăнар" юрăпа пуçларĕ. Малалла вара чăваш тата вырăс юррисем янăрарĕç. Долговсем çак тата ытти юрăсене пĕчченшерĕн те, дуэтпа та хитрен шăрантарчĕç.
Пиллĕкри Аксинья Долгова "Пирĕн анне" юрăпа килентерчĕ. "Форева" вокал ушкăнĕ куракансене "Каникулы", "Килтĕр юрату", "Хаваспа", Татьяна Долгова солистка - «Весну ждали», «Солнечное лето» юрăсем парнелерĕç. Ташă коллективĕ программăна "Рок-н-рол" тата "Молдова" ташăсемпе те илемлетрĕ.
Татьяна Долгова залри халăха хăй çырнă лирикăллă сăвăсемпе те паллаштарчĕ. Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕнче ĕçлекенскер, вăл çемье ансамблĕн программине те хăех хатĕрленĕ. Программăна вара ЧПУ экономика факультечĕн студентки Алена Кузьмина ăста ертсе пычĕ.
Карапай Шăмăршăра тата Пуянкассинче пурăнакансем программăн кашни номерне кăмăллăн алă çупса йышăнни Долговсене савăнтарчĕ, ытти ял поселенийĕсене те концертпа çитме хавхалантарчĕ.