11 августа 2012 г.
ÇĔР ĕçченĕсене вырма кăна мар, çитес çулхи тухăç та канăç памасть – умра кĕр аки-çке. Çĕрсене пушă выртармалла мар– акса хăвармаллах. Вăрлăхсем те кирлĕ. Çĕннисем пулсан – тата лайăхрах. Хупă пĕлтерĕшлĕ "Мир" обществăра кăна хальтерех çичĕ тонна "Безунчекская-380" сортлă кĕрхи тулă вăрлăхне туяннă. Çакă вăтăр гектар çĕре акса хăварма çитмелле. Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институтĕнчи вăрлăх лабораторийĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх, çак элита сорт пирĕн тăрăхра самаях пысăк тухăç памалла.
Вăрлăхсене çĕнетесси çине "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ – вĕсене хăйсемех акса çитĕнтереççĕ. Кăçал кăна чаткассем 150 гектар çинче "Экада-70" сортлă тулă акса хăварнă, паха çĕнĕ вăрлăхпа "Шанс" сахал яваплă обществăна тата "В.Н. Павлов" хресчен (фермер) хуçалăхне те тивĕçтернĕ. Вĕсенче тухăç пысăк пуласса шанаççĕ.