11 августа 2012 г.
Августăн 12-мĕшĕнче строительсем хăйсен професси кунне палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра районта строительство ĕçĕсем мĕнлерех пыраççĕ-ха; Нумаях пулмасть пирĕн корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе В.Н. Никифоровпа тĕл пулса калаçнă, ăна строительствăпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
– Владимир Николаевич, хальхи строительство объекчĕсене илсен, Палтиелĕнчи шыв тасатакан сооружени – чи пĕлтерĕшли тата пысăк калăпăшли. Хамăрăн калаçăва çак объектран пуçлар пулĕ.
– Ку тĕрĕсех. Çак пысăк объекта пĕлтĕр тума пуçланă. Унăн генеральнăй подрядчикĕ – Шупашкарти "Старко" ООО. Объектăн проектпа смета документацийĕнче палăртнă ĕçсен, строительство материалĕсен тата тĕрлĕ оборудованин пĕтĕмĕшле хакĕ 757 миллион тенкĕпе танлашать. Кăçал 267 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Пысăк объектра куллен 150 çын ĕçлет. Çак йышăн ытларах пайĕ – хамăр район çыннисем. Сооружени тунă çĕрте тепĕр 50 çынна ĕçе йышăнаççĕ.
Паянхи кун тĕлне служба тата тĕрлĕ механизмсене ĕçлеттермелли пÿлĕмсемлĕ çуртсене туса пĕтернĕ ĕнтĕ, шыв тасатакан сооруженин тĕп оборудованине те вырнаçтарнă. Халĕ шалти механизмсене монтажлаççĕ. Пĕрлех объекта тулашĕнчен тирпей-илем кÿреççĕ, асфальт сарса тикĕслеççĕ, тимĕр-бетон хÿме тытса çаврăнаççĕ. Ĕç пахалăхĕ – тĕп вырăнта.
Объектри ĕçсене килес çул вĕçлеме палăртнă. Ĕçре чăрмавсем çук.
– Шăмăршă вăтам шкулĕпе юнашар 90 вырăнлă çĕнĕ ача сачĕ тăвасси те пĕр тикĕс пырать...
– Çак объектра пурĕ 50 миллиона яхăн укçа-тенкĕ тăкаклама палăртнă. Подрядчикĕ – Шăмăршăри "Строитель" ООО. Строительсем паянхи кун тĕлне 20 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Икĕ хутлă çурта хĕрлĕ кирпĕчпе купаласа хăпартнă. Халĕ каменщиксем иккĕмĕш хутри пÿлĕмсен стенисене купалаççĕ. Канашри каменщиксемпе пĕрлех, Пуянкассинчи Геннадий Рожков, Сергей Кувшиновпа Владимир Чебондаев та ĕçре хастар. Карапай Шăмăршăри Станислав, Александр, Виктор Никифоровсем, Алексей Осиповпа Юрий Степанов платниксем тăрăшсах струпилсем вырнаçтараççĕ, объект тăррине профнастилпа витме хатĕрленеççĕ.
Объектра пĕрлех штукатурка тата ăшă системин монтажĕн ĕçĕсем те пыраççĕ. Мĕн пур ĕçсем тивĕçлĕ пахалăхпа тата проектра кăтартнă пек туллин пурнăçланччăр тесе Николай Шумилов прорабпа Андрей Никишин мастер нумай тăрăшаççĕ.
– Юнашарах районти тепĕр строительство организацийĕ ĕçлет...
– Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе, Шăмăршăри вăтам шкулта çине тăрсах юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Подрядчикĕ – "Сувар" ООО. Çак шкула юсама "Вĕрентÿ ĕçне модернизацилесси" программăпа – 930 пин тенкĕ, тепĕр программăпа ("Доступная среда") 1 миллион та 373 пин те 800 тенкĕ укçа уйăрнă.
Паянхи кун тĕлне шкулăн кивĕ спортзалне пĕтĕмпех çĕнетнĕ: унта чÿрече блокĕсемпе рамисене пластикран тунисемпе ылмаштарнă. Спортзала, арçын ачасем тата хĕрачасем салтăнса тумланмалли пÿлĕмсене кĕмелли алăксем те – пластикран. Спортзал стенисене те, маччине те сăрласа илемлетнĕ. Пĕрлех унти электрооборудование те çĕнетнĕ.
Шкула кĕмелли пĕр алăк вырăнне икĕ тимĕр алăк пулать, пĕри – инвалид ачасем коляскăпа кĕмелли. Инвалид ачасем валли ятарлă туалет та тăваççĕ.
Çак объектра, Виталий Ухтияров инженер-строитель професси ăсталăхĕпе ертсе пынипе, Галина Пименова, Людмила Мутова, Галина Кузьмина, Иван Русаков, Андрей Тимошкин тата ыттисем тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ.
– Районта "Юхăннă çурт-йĕр" программăна пурнăçласси еплерех пырать;
– Хальхи вăхăтра, çак программăпа килĕшÿллĕн, Шăмăршăри Ленин урамĕнче, 54-мĕш çуртпа юнашар силикат кирпĕчрен пĕр хутлă, виçĕ хваттерлĕ çурт купалаççĕ. Унăн подрядчикĕ – Шăмăршăри "Строитель" ООО. Объектăн стенисене çурри купаланă та ĕнтĕ. Кунта пурĕ 2 миллион та 900 пин тенкĕлĕх ĕç тумалла. Объектра, Константин Иванов бригадир ертсе пынипе, Аркадий Кошкин, Николай Быков, Юрий Столяров, Анатолий Михайловпа Анатолий Сафронов каменщиксем тăрăшса ĕçленине палăртса хăварас килет.
– "Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тăлăх ачасене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă хушма гарантисем çинчен" Федераллă саккунпа тата Чăваш Республикин "Пурăнмалли çурт-йĕр тĕлĕшĕнчи хутшăнусене йĕркелесси çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн сĕм-тăлăха юлнă ачасене 18 çул тултарнă хыççăн патшалăх шучĕпе уйрăм çуртпа е хваттерпе тивĕçтересси районта чăрмавсăр пырать. Кăçал иккĕмĕш çур çулта çакнашкал çуртсем тума палăртнă-и;
– Паллах. Патшалăх сĕм-тăлăхсем валли çурт тума е хваттер туянса пама уйăрнă укçа-тенкĕ района килсе çитнĕ те ĕнтĕ. Палтиел ял поселенйĕнче 3 çурт, Анат Чаткаспа Васан ял поселениййĕсенче пĕрер çурт тумалла. Халĕ, подрядчиксем тупас тĕллевпе, çак ял поселенйĕсен администрацийĕсем аукцион ирттереççĕ. Пĕр çурт тума – унăн пурăнмалли лаптăкĕ 33 тăваткал метр тата хальхи лайăх условисемлĕ пулмалла – 841 пин те 500 тенкĕ уйăраççĕ.
Шăмăршă ял поселенийĕнче нумаях пулмасть сĕм-тăлăх валли хваттер туянса панă.
Сăмахăма вĕçленĕ май районти "Строитель" тата "Сувар" строительство организацийĕсен ĕçченĕсене, районти мĕн пур строительсене, вĕсен çемйисене Строитель кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, пархатарлă ĕçре чăтăмлăх тата çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп.