Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирхи гимнастика – 3 çухрăм

11 августа 2012 г.

НУМАЯХ пулмасть "Халăх шкулĕ" журнал редакцине Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак ялта чылай çул (математика учителĕ, каярахпа директор çумĕ, директор) ачасене вĕрентсе пурăннă педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Герасимович Павлов кĕрсе тухни мана тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те (сăмах май, эпĕ хам та хăй вăхăтĕнче – 1971 çулта – Васанти вăтам шкултан вĕренсе тухнă).

– Николай шăллăм, эсĕ вĕренÿ институтĕнче тăрăшни, учительсем валли ятарлă журнал кăларса тăни пирки илтнĕччĕ-ха... Шупашкара килнĕ май кĕрсе курасах терĕм. Питĕ кирлĕ ĕç тăватăн эс хăвăн ĕçтешÿсемпе. Эпĕ те хĕрĕх пилĕк çул ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштартăм, – терĕ ентешĕм манăн алăсене самаях çирĕппĕн чăмăртанă май. – Вĕсем паян хăйсем те асатте асанне пулнă ĕнтĕ. Çапах та манмаççĕ-ха мана, тав тăвакансем те йышлă.

Ырă кăмăллă, çулне кура мар çăмăл шăм-шаклă çынпа сехĕчĕпех калаçса ларсан та ывăннине туймарăм. Çав тери ăслă, чун-чĕрене хумхантармалла сăмахларĕ вăл.

Н.Г. Павловăн ĕмĕр саккийĕ чăн та сарлака пулнă: ялти 7 çул вĕренмелли шкул, Патăрьелĕнчи педучилище учительсем хатĕрлекен, каярахпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕсем, Кивĕ Чукал, Çĕнĕ Чукал, Васан ялĕсенчи шкулсенче математикăпа физика, нимĕç чĕлхи вĕрентни, уйрăмах Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин асаплă çулĕсем... Ĕçленĕ вăхăтра та, тивĕçлĕ канăва тухсан та яланах халăх хушшинче пулнă, ăслă сăмах каланă, обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Паянхи куна та ветерансен Канашĕн ĕçĕнчен ютшăнмасть. Вĕренÿпе воспитани ĕçĕсенче нумай çул тăрăшнăшăн медальсемпе, Хисеп хучĕсене чылай тивĕçнĕ Николай Герасимович. Мăшăрĕпе – хăй пекех ĕмĕр тăршшĕпех вăй хунă Александра Николаевнăпа пĕрле 4 ача çуратса ÿстернĕ. Пурне те аслă пĕлÿ панă.

– Çулсем те чылай ĕнтĕ манăн, 92 тултаратăп, çапах та ирхи гимнастика вырăнне виçшер çухрăм утатăп-ха кунсерен. Кĕскен каласан, ватлăхăм та ман илемлĕ, мĕншĕн тесен эп телейлĕ, – сăвăллăрах йĕркесемпе вĕçлерĕ хăйĕн шухăшне ватă учитель.

Ватлăхăр канлĕ, ĕмĕрĕр вăрăм пултăр, Николай Герасимович! Тавах сана, юратнă вĕрентекенĕм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика