11 августа 2012 г.
СПОРТА юратакансем пирĕн районта та йышлă. Вĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе интересленеççĕ, ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартаççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Çулталăкра вун-вун ăмăрту иртет. Пуринче те тенĕ пекех хĕрсемпе каччăсен, хĕрарăмсемпе арçынсен, шкул ачисен йышĕ пысăк.
Районта спорт мĕнлерех аталанса пынине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕпе В.Антоновпа тĕл пултăмăр, ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.
– Вячеслав Владимирович, 2012 çулхи спорт вăййисен календарь планĕпе килĕшÿллĕн районта миçе ăмăрту ирттерме палăртнă;
– Кăçал район шайĕнче 30 ытла тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттермелле. Унсăр пуçне кашни ял поселенийĕ харпăр-хăй ăмăртусем йĕркелет. Паллах, республикăри ăмăртусене те тăтăшах хутшăнатпăр.
– Çамрăксем уйрăмах спортăн хăш енне кăмăлларах параççĕ;
– Кăна татса калама йывăртарах. Çанталăк условийĕсене кура ăмăтусенче çынсен йышĕ тĕрлĕрен пулать. Йĕлтĕр спортне, çăмăл атлетикăна кăмăллакансем вара çав-çавах йышлă. Уявсенчи спорт ăмăртăвĕсене те çынсем йышлă хутшăнаççĕ. Çамрăксен тата Физкультурник кунĕсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă чупу, райхаçат парнисемшĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен çăмăл атлетсемпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем тата ытти те чăн-чăн спорт уявĕ пек иртеççĕ.
– Вячеслав Владимирович, ял поселенийĕсенче спорт мĕнлерех аталанать-ши;
– Юлашки çулсенче спорт ăмăртăвĕсене кашни ял поселениех ирттерме тăрăшать. Вĕсенче шкул ачисем те, çитĕннисем те тупăшаççĕ. Пуянкасси ял поселенийĕ Афганистан вут-çулăмĕнче çап-çамрăклах вилнĕ В.Кузнецов воин-интернационалиста халалласа футбол турнирĕ ирттерет, Палтиелсем Совет Союзĕн Геройне В.Урукова халалласа йĕлтĕрçĕсен кросне йыхравлаççĕ, Васанта Раштаври волейбол турнирĕ вăй илнĕ тата ытти те.
– Организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче спорт çине мĕнлерех пăхаççĕ;
– Вĕсенче те спорта кăмăллакансем пурри савăнтарать. Ку енĕпе районти тĕп больницăн, пушар чаçĕн коллективĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Райадминистраци тытăмĕнчи пайсемпе уйрăмсем те ăмăртусене хутшăнмасăр пăрăнса юлмаççĕ.
– 4-5 çул каялла районта футбол турнирĕ иртетчĕ. Халĕ вара мини-футбол вăййисем кăна тăрса юлчĕç. Çакна мĕнпе сăлтавлатăр;
– Пысăк футбол валли халĕ çынсем тупма йывăртарах. Çамрăксем кÿршĕллĕ регионсене ĕçлеме çÿреççĕ. Мини-футболта вара вылякансен шучĕ çурри кăна. Йывăрлăхсене пăхмасăр район чемпионатне ирттеретпĕр. Кĕçех чемпион ята тивĕçекен команда та паллă пулĕ, турнир вĕçленсе пырать.
– Вячеслав Владимирович, районта кашни çулах спорт енĕпе Спартакиада иртет. Хăш ял поселенийĕсемпе учреждени-организацисем малти вырăнсене йышăнаççĕ;
– Спартакиада шутне кĕрекен ăмăртусене ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хаваспах çынсене илсе килме тăрăшаççĕ. Нихăшĕ те кая юласшăн мар. Пĕлтĕр ăнăçу Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас, Шăмăршă ял поселенийĕсенче пулчĕ. Организацисемпе учрежденисене илсен, районти халăха социаллă пулăшу паракан пай, Шăмăршă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, районти тĕп больница – малтисен шутĕнче.
– Ачасене хушма пĕлÿ паракан "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки мĕн калама пултаратăр;
– Мĕн уçăлнăранпах унта район çыннисем хаваспах хăйсен сывлăхне çирĕплетме çÿреççĕ. Çирĕп сывлăхлă пулас теекен çын çак комплекс алăкне уçса кĕретех ĕнтĕ Çулла та, хĕлле те бассейна йышлăн килеççĕ. Ытти залсем те спорта юратакансемпе тулаççĕ.
– Паян – Физкультурник кунĕ, пысăк уяв. Çак ятпа район çыннисене мĕн суннă пулăттăр;
– Хисеплĕ район çыннисем, сире пурне те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Спорта юратма, çирĕп сывлăхлă пулма сунатăп. Пирĕн районтан тĕнче, çĕр-шыв, республика чемпионĕсем тухасса çирĕп шанатăп.