11 августа 2012 г.
"НУМАЙ та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине, ай, мĕн çитет;" Çапла пулмасăр. Пысăк ушкăнпа кăна-çке ăнăçу пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра "Пĕр çын сурать – типсе пырать, пин çын сурать – кÿлĕ пулать" каларăш пур. Çакă пĕрле пухăнса пĕрле ĕçлемеллине пĕлтерет. Пухăннă ушкăн усăллă ĕç тăвать пулсан тем пекех чуна савăнтарĕччĕ.
Ачасене тата çамрăк ăрăва сывлăхлă çитĕнтерме тăрăшакансем, хăйсем çумне "çыпăçтаракансем" пурри савăнтарать. "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи Сергей Хафизов тăрăшнипе ачасем районта кăна мар, республика, Раççей шайĕнче те футбол енĕпе палăраççĕ, çĕнтерÿсемпе таврăнаççĕ. Çакăнтах вăй хуракан Александр Ичанкин тренер патĕнче кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене туптакан арçын ачасем те яланах малтисен ретĕнче. Шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсене те ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Акă, Пуянкасвсинчи Василий Бондареев хăйĕн çурчĕ таврашĕнче спорт площадки тунă. Çавăн пекех Анат Чаткасри, Карапай-Шăмăршăри шкулсенчи Николай Зыковпа Иван Сабаев тăрăшулăхĕ пирки асăнса хăварас килет.
Паллах, çитĕнÿ тăрăшмасăр килмест. Нимĕн тумасăр, алă усса çеç ларсан никам та çамрăксене асăрхамĕ, мухтамĕ, ырламĕ. Апла пулсан, атьăр-ха яшсемпе хĕрсем, хамăра яланах ырă енчен кăна кăтартса ыттисене тĕлĕнтерер, тата та пысăк çитĕнÿсем туса савăнар. Алла-аллăн тытăнса патваррăн, хыт утăмлăн пусса яланăх малалла каяр.