15 августа 2012 г.
ПИРĔН çĕр-шывăн историйĕ питĕ пуян. Авалхи Руçран пуçласа унăн паянхи кунчченхи аталанăвĕ пирки пĕлме интереслĕ. Раççей историйĕн çулне халалласа Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче кĕнеке выставки йĕркеленĕ. "Раççей историйĕн страницисем тăрăх" курав пилĕк пайран тăрать: "Авалхи Руçран пуçласа хальхи Раççей аталанăвĕ таран", "Раççейĕн паллă датисем", "Ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче", "Ахаль мар асрах тытать Россия" тата "Символ пур манăн Раççейĕн".
Куравра Н.Карамзинăн тулли томĕсемлĕ "История государства Российского" изданийĕ тĕп вырăн йышăнать. Çавăн пекех "Об истории древней России" (авторĕ С.Соловьев), "Время Петровских реформ" (Е.Анисимов), "Петр Великий" (Н.Павленко), "История двух тысячелетий в датах" (А. Овсянников), "Александр Суворов" (С.Григорьев), "Герои русской истории", "Куликовская битва", "Полтавское сражение", "Бородино" (1812) тата ытти кĕнекесем те пур. Шкулта вĕренекенсемшĕн тата абитуриентсемшĕн "История России" хулăн пособие вулама питĕ кăсăклă пулĕ.
"Раççей историйĕн страницисем тăрăх" выставка умĕнче библиотекарьсем вулакансемпе тишкерÿсем тăваççĕ, истори сехечĕсем ирттереççĕ. Кăмăл пулсан килĕшекен кĕнекесемпе вулав залĕнче тĕплĕнрех паллашма е киле илсе кайса вулама та пулать.
Шăмăршă библиотекинче яланах хапăл туса кĕтсе илĕпĕр сире, хисеплĕ вулакансем.