Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пурлăха куç хывсан...

15 августа 2012 г.

РАЙОНТИ çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тухасси кăçал сисĕмлех ÿснĕ. 2011 çулта 7 уйăхра вĕсем 1 преступлени тунăччĕ. Кăçал çак тапхăрта вара 6 преступлени таранах регистрациленĕ.

Уйрăммăн илсе пăхсан, Чукал ял поселенийĕн территорийĕнче çул çитменнисем 4 преступлени тунине регистрациленĕ. Вĕсем пурте ют пурлăха куç хывнипе, тĕрĕсрех каласан, вăрланипе çыхăннă. РФ УКĕн 158 статйипе килĕшÿллĕн çак фактсемпе пуринпе те кирлĕ мерăсем йышăннă.

Пăчăрлă Пашьелĕнче çул çитмен çамрăк тепĕр çын çине алă çĕкленĕ. Çак факт тăрăх, РФ УКĕн 116-мĕш статйин 2-мĕш пайне тĕпе хурса уголовнăй ĕç пуçарма тивнĕ.

Граждансен кил-çуртне никамăн та кĕрсе кайма юрамасть. Куншăн РФ УКĕн 139-мĕш статйин 1-пайĕнче палăртнă айăплав кĕтет. Шел, Шăмăршă ял поселенийĕнчи çул çитмен çамрăк çакна уяса тăман.

Ашшĕсемпе амăшĕсен хăйсен ачисене яланах тимлĕхре тытмалла, вĕсене килти хуçалăхри ĕçсене явăçтарма тăрăшмалла. Ĕçпе кану юнашар пыччăр. Никам пăхса, тĕрĕслесе тăман ачасем хушшинче право йĕркисене пăснă тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулаççĕ. Çакна манар мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика