15 августа 2012 г.
Кермен пекех çурчĕсем
АСĂННĂ поселок Шăмăршă салинчен 20 çухрăмра, вăрманти илемлĕ пысăк уçланкăра вырнаçнă. Ял çумĕпе тăп-тăрă Упамса шывĕ юхать. Ун çийĕн икĕ кĕпер хывнă. Тепĕр енче Кузнечик ятлă пĕчĕк çырма хăй пуррине систересшĕн пулнăн "пуçне каçăртать". Кунтан инçех мар, Баскака пырса кĕнĕ çĕрте, туристсем, килен-каян валли лартнă пĕчĕкçĕ пÿрт. Вăл юмахрине, чăх ури çинче лараканнине, аса илтерет. Поселок "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн территорийĕнче вырнаçнăран кунта туристсем тăтăш килсе кураççĕ-мĕн. Упамса шывĕ çумĕпе вăрманалла "Экологи сукмакĕ" выртать. Сăмах май, наци паркне, апла тăк Баскака та, пули-пулми çынна кĕртмеççĕ. Вăрманçăсем пирĕн машинăна та чарчĕç, ăçта, кам патне каятăр тесе кăсăкланчĕç.
Тунмастăп: Баскака эпĕ кивелнĕ пÿртсемлĕ, пĕтсе пыракан ял пулĕ тенĕччĕ. Пĕринчен тепри кермен пек çуртсене курсан – питĕ тĕлĕнтĕм. Чылайăшĕ спутник антеннăпа усă курать. Кашнин умĕнче – трактор, машина. Ял вĕçĕнче, Упамса шывĕ хĕрринче, йывăçран касса ăсталанă скульптурăсем. Çĕрпÿ-Сызрань автотрасса хĕрринче, Шăмăршăпа Карапай Шăмăршă ялĕсен хушшинче темиçе çул ларнă "Вăхăт тата пурнăç" ансамбле чылайăшĕ ас тăвать пулĕ. 2011 çулта вĕсене Федор Мадуров скульптор çуралнă тăрăхне – Баскак поселокне – куçарса килсе вырнаçтарнă. Кунтах, ĕлĕкхи Киремет вырăнĕнче, Юпа лартнă. Кăçал хăй çуралса ÿснĕ килте музей уçнă. Асамлă, çăтмах евĕр вырăна килни хăех çут çанталăк кÿнĕ парне пек туйăнчĕ. Сиплĕ кунти сывлăша сывласа тăранма çук. Кашни утăмра – вĕçсĕр-хĕрсĕр хĕпĕртев: мĕн пур ял çыннин пахчине илемлĕ чечексем, хĕвел çаврăнăшĕсем, пыл хурчĕсен вĕллисем пуянлатаççĕ.
Чăвашсем, вырăссем, мишерсем, ирçесем...
БАСКАК... Ăçтан пуçланса кайнă-ха вăл, миçемĕш çулта; Кун пирки ялта пĕлекен тупăнмарĕ. "Ĕлĕк кунта картун пулни çинчен калатчĕ анне. Унта Баскаков хушаматлă çын пурăннă имĕш. Каярах Ульяновск облаçĕнчен, Тутар Республикинчен, ытти çĕртен халăх куçса килнĕ, – пĕлтерет Валентина Львовна.
Халĕ поселокра чăвашсем (вĕсем ытларах), мишерсем, вырăссем, ирçесем пурăнаççĕ. 16 çуртра мăрьерен тĕтĕм тухать. Пушă кил иккĕ кăна кунта. Масар та иккĕ: пĕри - чăвашсен, тепри – мишерсен. "Баскакра 50 çын пурăнать. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче 8 ача шкула кайĕ. Вăрманта е шыв хĕрринче тĕпленнĕ çын нумай пурăнать тени те тĕрĕсех. Поселокри хĕрарăмсем вăтамран – 85, арçынсем 80 çула çитиччен пурăнаççĕ. Ялта пĕр çемье – апат-çимĕç лавкки, икĕ çын пилорама тытать", – паллаштарать кил хуçи хĕрарăмĕ.
Баскак хĕрарăмĕсем пĕлтернĕ тăрăх – маларах поселокра пурнăç шавлă пулнă. 50 яхăн килте халăх йышлă пурăннă. Леспромхоз вăйлă аталаннă. Çынсем кунта таврари ялсенчен те вăрман касма килнĕ. Вĕсем валли 3-4 хваттерлĕ бараксем çĕкленĕ. Рабочисем хыр касса ăна Пасна шывĕпе ăсатнă. Сухăр юхтарнă, тикĕт кăларнă, йывăç кăмрăкĕ хатĕрленĕ. Ятарлă цехсенче хăма çурнă, урапа, çуна, катка-пичке ăсталанă. Вăрман ĕçĕнче вăй хуракансем валли мунча та пулнă. Упамса шывĕ хĕрринчи тимĕрçĕ лаççи çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ. Леспромхоз лаша та, ĕне те йышлă тытнă. Фермăра вăй хунă хĕрарăмсем ялта халĕ те пур. Баскак варринче, ял тăрăхĕн администрацийĕ çывăхĕнче, сцена янтăланă. Унта ял халăхĕ пухусем, уявсем ирттернĕ. Ку çеç-и; Поселокра 8 çул вĕренмелли шкул та, клуб та, вулавăш та, лавкка та, пекарня та, фельдшер пункчĕ те кунта пурăнакансене хапăл пулнă. Леспромхоз ĕçленĕ çулсенче поселокра çутă пурччĕ: генераторпа усă куратчĕç. Вăрман хуçалăхĕ саланчĕ те йăлт пĕтрĕ. Çынсем те куçса кайма пикенчĕç. Эпир кунта краççын лампипе çитĕннĕ. 1983 çулта вара Баскака та электричество кĕртрĕç. Ас тăватăп-ха: темиçе çул каялла поселокра 10 кил кăна юлнăччĕ. Виçĕ çул каялла, ял патне çитичченех асфальт çул сарнă хыççăн, ÿсме пуçларĕ. Çак тапхăрта 6 çĕнĕ çурт хушăнчĕ. Миначевсем Кирилстан ятлă картунран, Замалетдиновсем Тольяттирен куçса килчĕç. Хăшĕсем Ульяновск облаçĕнчен, Мускавран килсе çуртсем çĕклерĕç. Вĕсен хурăнташĕсемпе тăванĕсем кунтан пулнă. «Çурт туянасчĕ», – тесе çыракансем халĕ те пур. Анчах паян пÿрт-хуралтă çавăрма çĕр çук теççĕ. Пушă вырăнсем пурччĕ-ха, вĕсене нумай ачаллă икĕ çемьене пачĕç. Поселокра таксофон та пур. Чылайăшĕ, ытларах ачаллă çамрăк çемьесем, компьютерпа, Интернетпа усă кураççĕ. Карас телефонĕпе те калаçатпăр. Шăмăрша çÿреме инçерех. Ялти 6 арçын "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче вăй хурать. Хăшĕсем уйрăм çын патĕнче хăма çурмалли цехра ĕçлеççĕ.
Çивĕч ыйтусем сахал мар
ВАЛЕНТИНА Ревунова пĕлтернĕ тăрăх – "çÿлтисем" Баскака малашлăхсăррисен йышне кĕртнĕ. Баскаксем вара çут çанталăк газĕпе усă курасшăн. «Пирĕнтен 10 çухрăмра вырнаçнă Ирçе Тĕккине газ кĕртнĕ ĕнтĕ... Наци паркĕ йĕркеленнĕ хыççăн вăрмана ытлашши касма юрамасть. Пĕр прицеп вутă 5 пин тенкĕ тăрать. Хĕл каçма 2-3 прицеп таран кирлĕ. Газ кĕртсен поселок çĕнĕрен йăл илме, ÿсме пултарать. Килсе курнă кашни çыннах Баскак кăмăла каять", – шухăшне палăртрĕ Валентина Львовна.
Тепĕр ыйту та канăçсăрлантарать. Шăмăршăри пĕлÿ çуртне çÿрекен Баскак ачисене илме шкул автобусĕ Ирçе Тĕкки таран кăна килет-мĕн.
"7-8 çулсенчи ачасене 10 çухрăма, вăрман урлă епле кăларса ямалла-ха; Çумăрлă, çил-тăманлă е 30 градус сивĕ çанталăкра мĕн курса лармалла; Машинăпа, тракторпа илсе тухма тивет вара вĕренекенсене. Юрать, хĕллехи вăхăтра çула тасатса тăраççĕ-ха", – пăшăрханăвне пытармарĕç поселок çыннисем.
(Шăмăршă шкулне нумаях пулмасть микроавтобус пачĕç. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл Баскак ачисене илме поселок патнех çитĕ. Çапла вара ку ыйту татăлĕ. Ред.)
Вăрман пылĕ – чи пахи!
ПĂРЧĂКАН пек йăрă, пыл хурчĕ пек ĕçчен çынсем пурăнаççĕ кунта. Кашни çемьерех выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ: 2-3-шер ĕне, 6-8-шар вăкăр. Сурăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал нумай. Ферид Замалетдиновăн – икĕ лаша. Ял çыннисене пурне те вăл çĕр улми лартса, купаласа парать. Баскаксем каланă тăрăх – вăрманти ялта вăкăр усрани питĕ тупăшлă: кĕркунне какай туянма Шăмăршăран, Шупашкартан, Чĕмпĕртен, Хусантан килеççĕ. Поселокри çынсем пурте – хăй тĕллĕн вĕреннĕ хурт-хăмăрçăсем. Кăткăс çак ĕçе хĕрарăмсем те ăста. Валентина Ревуновăн, сăмах май, 6 теçеткене яхăн вĕлле. Пелеевсемпе Ревуновсем вара 100 вĕлле тытаççĕ. "Ылтăн" хуртсен "пÿрчĕсене", ĕç хатĕрĕсене çынсем хăйсемех ăсталаççĕ. "Вăрман пылне паха теççĕ туянакансем. Ăна илме таçтан та килеççĕ. Ялта кĕтÿ çук, выльăхсене кăларса яратпăр та - вĕсем хăйсемех çÿреççĕ. Кăнтăрла, вăрăм тунасем çыртнă вăхăтра, яла килсе выртаççĕ. Сунă хыççăн татах курăк çиме тухаççĕ", – тĕлĕнтерет Валентина Львовна.
Валентина Ревунова пĕлтернĕ тăрăх - ĕлĕк яла кашкăрсем иленнĕ. Вĕсем сурăхсене, пăрусене çурăмĕсем çине çавăрса хурса илсе кайнă. Кашаман пĕлтĕр те Баскакра хуçаланма хăтланнă – пĕр сурăха çĕклесе тарнă. Чĕнмен "хăнана" сунарçăсем çийĕнчех тĕп тунă. Унтанпа тискер чĕр чунсем ял еннелле выртакан сукмака такăрлатмаççĕ. "Вăрманта утă хатĕрлетпĕр. Кунта уçланкă чылай. Совет самани вăхăтĕнче курăка алăпа çулаттăмăр. Халĕ "хурçă ут" пулăшать. Ĕлĕкрех утă хатĕрлемелли вăхăт пĕр уйăх пулнă тăк, халĕ виçĕ кунра пухса кĕртетпĕр. Поселокра пурĕ 9 трактор (Т-40, МТЗ-80 йышшисем), кашнин çăмăл машина.
Тĕрĕссипе, вăрман пуян пулни пире нумай пулăшать. Çуллахи вăхăтра çырла, кăмпа, мăйăр татса, милĕк хатĕрлесе сутатпăр. Кăçал хура çырла ăнса пулчĕ. 10 литрлă витрене 1800 тенкĕлле сутрăмăр.
Кашнин тĕп сакайĕнче – çĕр-çĕр савăт варени, компот, тăварланă, маринадланă кăмпа", – терĕç Баскаксем.
"Вăрмана çулталăкра миçе хутчен каятăр;" – кăсăклăхшăн мар, чăнласах пĕлес килнипе ыйтрăм.
"Хĕлле сайрарах, çуллахи вăхăтра – кашни кун. Унта çитсе килмесен тем çитмен пекех туйăнать", – тунмарĕç баскаксем.
Тăван кĕтесрен ырри çук
"ТУНСĂХЛАМА вăхăт çук пирĕн. Çулла ĕçлесех, хĕле хатĕрленсех кун иртет. Хĕлле выльăх пăхатпăр, ал ĕçĕ тăватпăр. Пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Уявсене пĕрле ирттеретпĕр. Черетпе пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр. Хăшĕ-пĕри Баскака килет те: "Мĕнле пурăнатăр кунта, вăрăм тунасем çисе яраççĕ вĕт", – тет. Çав вăхăтрах: "Ах, мĕнле аван! Чăн-чăн çăтмах-çке", – тесе калакан та пур. Эпир хăнăхнă ĕнтĕ. Çакăнта çуралса ÿснĕ, пирĕншĕн ку кĕтесрен ырри çук. Çыншăн хăй çут тĕнчене килнĕ вырăнĕнчи çĕртен, шывран, çимĕçрен усăллăраххи те çук", – ăнлантарчĕ Валентина Львовна. Вăрманта пурăнакансем юмана, çăкана, хура çырлана, уплюнккана кăмăллаççĕ. Кĕрхи вăрмана юратарах параççĕ. Унта пĕчченшерĕнех çÿреççĕ. Хăрама мар, çут çанталăкпа килĕшÿре, пĕр кĕвĕре пурăнма тăрăшаççĕ. Баскаксем питĕ ырă кăмăллă, тарават, вашават пулнипе тыткăнларĕç. Пĕрле пулас тени, туслăх çыхăнтарать вĕсене. Ырă çак енсем вĕсене вăй-хал кÿреççĕ.
Журналист ĕçĕ-хĕлĕпе чылай яла çитме тивнĕ манăн. Анчах Баскак пек илемлине, чăн та, курман. Ÿкерчĕк ăсталамалли, романсем çырмалли вырăн ку! "Отпуск вăхăтĕнче килсе пурăнăр", – ăш пиллĕн ăсатрĕç мана вăрман çыннисем. Йывăç скульптурăсем çумне тĕршĕнни, Упамса шывĕпе питĕме çуни, "Экологи сукмакĕпе" утса тухни, "чăх ури çинчи пÿрт" умĕнче сăн ÿкерттерни... Çакă телей мар-и вара;