Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхне кура – хисепĕ

15 августа 2012 г.

Хĕвеллĕ ăшă кун килсе çитрĕ Людмила Георгиева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Пуянкассине. Шăп та лăп 40 çул каялла, августăн 15-мĕшĕнче. Ăна çак яла шкул ачисене физкультурăпа вĕрентме янă. Тин çеç Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăскер, 18 çулхи учитель ĕçре вăр-вар та çивĕч. Утти – çăмăл, хусканăвĕсем илемлĕ те килĕшÿллĕ. Пĕчĕкренпех гимнастикăпа туслă пулнăран пуль. Гимнастикăна юратни педагог профессине суйласа илме пулăшнă та ăна. Канаш хулинче иртекен гимнастика ăмăртăвĕсенче пайтах Дипломсене тивĕçнĕ.

Учительсем те ачасемпе ĕçлеме пултаратăн тесе хавхалантарса тăнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех кĕçĕн класри ачасемпе тĕрлĕрен ăмăртусем, вăйăсем ирттерме юратнă. Класра та яланах пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăнă.

...Çапла пуçланса кайнă Людмила Ивановнăн вĕрентÿ ĕçĕ. Çамрăк учитель сăнĕ-пичĕпе çеç мар, чунĕпе те илĕртÿллĕ пулни ĕçре часах палăрнă. Вăл кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Хăйĕн ĕçне тĕплĕн, тăрăшса пурнăçласа пырать.

Ал ĕç ăсти те Людмила Ивановна. Ĕçтешсем, кÿршĕ-аршă унран çĕлеме, çыхма вĕренесшĕн. Вăл вара пурне те пулăшма хатĕр. Пултарулăхне кура, хĕрачасемпе ĕç урокĕсем ертсе пыма та шанса пачĕç ăна. Мĕн чухлĕ хĕрача тĕрлеме, йĕпсемпе те, крючокпа та çыхма вĕренмерĕç-ши çак уроксенче; Тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме тата; Тортсем пĕçерме вара ачасем кăна мар, пĕтĕм ял-йыш унран вĕренсе пычĕ тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. (Вăл вăхăтра торт хуласенче кăна сутнă, кулинари кĕнекисене тупса илме те кансĕрччĕ).

Вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăн воспитателĕ пулса та пайтах ĕçлерĕ Л.И.Тимофеева. Ку ĕçе те пысăк тăрăшулăхпа çирĕп пурнăçласа пыратчĕ. Пире, класс ертÿçисене, унпа ĕçлеме яланах çăмăл пулнă: ачасене концерта е тĕрлĕ мероприятисене хатĕрлеме пулăшса пыратчĕ. Учитель-предметниксемпе те, ачасен ашшĕ-амăшĕпе те яланах килĕштерсе, тачă çыхăну тытса ĕçлетчĕ.

Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Ахальтен мар учительсен коллективĕ ăна пĕрмаях профсоюз ĕçне ертсе пыма суйлатчĕ. Профсоюз комитечĕн председателĕ пулса 20 çул ытла пĕр улшăнми, мĕн пенсие тухичченех ĕçлерĕ. Коллективри пур ĕçлекен валли те тимлĕх тупнă вăл, унăн ырă кăмăлĕ пурне те пĕр вăя пĕрлештерсе хавхалантарса тăнă.

Ялти хĕрарăмсен Совечĕн председателĕн тивĕçне те чылай вăхăт хушши пурнăçласа пычĕ. Кунта та кану, тирпей-илем, çемье ыйтăвĕсене çÿллĕ шайра тытрĕ. Ял совечĕн тата район совечĕн депутачĕ пулма тивĕçнĕ.

Халĕ Л.Тимофеева тивĕçлĕ канура. Ачисене тăватă мăнукне пăхса çитĕнтерме пулăшать, илемлĕх тĕнчине упраса пурăнать. Пÿрт умĕнчи пахчара тĕлĕнмелле хитре чечексем ÿстерет вăл. Кил-çурчĕ те чечеке аса илтерет: илемлĕ, хăтлă, тирпейлĕ. Мăнукĕсене тĕрлĕ-тĕрлĕ эрешлесе-илемлетсе çĕленĕ кĕпесем, курткăсем тăхăнтартать. Людмила Ивановна çыхнă е çĕленĕ тумтирсем – пĕринчен тепри хăйне евĕр тĕлĕнтермĕш, чăн-чăн искусство ăсталăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика