15 августа 2012 г.
ШĂМĂРШĂ районĕнчи Васан ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралнă Нина Михайловна. Çамрăклах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, тырă вырса кĕлте тунă, пучах пуçтарнă, тăпачăпа çапнă...
Палтиел вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă. Диплом илсен ачасене 36 çул ăс панă. Унăн вĕренекенĕсем лайăххисен шутĕнче пулнă. Тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пуçтарса мала тухнă, пĕрре кăна мар тĕрлĕ хулана экскурсие кайнă.
Мăшăрĕ ирçе пулнă май Нина аппа кÿршĕ халăхĕн чĕлхине лайăх пĕлет. Коля тетепе 3 хĕрпе 2 ывăл çитĕнтернĕ. Шел, йывăр чире пула Николай Степанович 2009 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ...
Нина Краснова халĕ Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче Туслăх кассинче тĕпленнĕ. 11 мăнукĕ тата 1 кĕçĕн мăнукĕ хăнана килсех тăраççĕ.
Эпир Нина Михайловнăпа пĕр çăвартан тенĕ пекех пурăнатпăр. Турра хисепленĕ май чиркĕве çÿрет, тирпейлĕхе юратать: пÿртĕнче яланах çутă, таса, тумĕ те вырăнлă, килĕшÿллĕ.
Ырă çыннăн аллисем те ылтăн. Тĕрлĕ япала çыхать ватă çын: тапăчки, алсиш-нуски, сак çитти, вырăн сарри тата тĕрлĕ эрешлĕ кофта-калпак... Тĕрлеме те кăмăллать. Пултаруллă çын тĕрлĕ енлĕ аталаннă çав. Çĕвĕç ĕçне те питĕ ăста вăл.
Чечексене чунран юратать. Ÿркенмесĕрех шутларăм – пÿртĕнче 48 чечек савăчĕ. 67 çула çитнине пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать. Тивĕçлĕ канура пулин те кану мĕнне пĕлмест хисеплĕ çыннăм – çу кунĕсенче пахчара тăрăшать. Пушă самант тупăнсан кăмпа-çырла татма вăрман еннелле çул тытать.
Нина аппа ырă кăмăллă пулнине, çынна хисепленине кашни çынранах илтме пулать. Тараватлăхне кура ун патне каçсерен хамăр касра пурăнакансем улаха пухăнаççĕ. Сăпайлăхĕпе чăнахах та тĕлĕнтерет. Пурне те тăван пек юратать.