15 августа 2012 г.
Çак кунсенче районти полици уйрăмĕнче канашлу ирттертĕмĕр, 2012 çулхи 7 уйăхри оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, тĕрлĕ преступленисене тишкерсе тухрăмăр. Пĕрлех малашнехи задачăсене те палăртрăмăр.
Кăçал 7 уйăхра район территорийĕнче пурĕ 92 преступлени пулса иртнине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 90). Преступленисен 95,7 процентне уçса панă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 94,7).
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал вĕлерессипе хăратасси, уççăн çаратасси (грабеж), малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем преступлени тăвасси ÿснĕ. Тепĕр çын çине алă çĕкленĕ, экономика преступленийĕсем тунă, ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине тухнă фактсем сахалтарах пулнă. Хĕнесе асаплантарса пурăнасси (истязание), ют пурлăха вăрласси, хваттер çаратасси, çын сывлăхне пысăк сиен кÿресси пĕр шайрах юлнă.
Кăçал вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем нумайланни пире хытă пăшăрхантарать. Пĕлтĕр 7 уйăхра кунашкал 9 факта шута илнĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта – 15. Июль уйăхĕнче Виçпÿрт Шăмăршăра пĕр арçын – хăйĕн арăмне, Шăмăршăри Ленин урамĕнче пĕр арçын – çул çитмен çамрăка, Кивĕ Чукалта хĕрарăм тепĕр хĕрарăма вĕлерессипе хăратнă. Çак фактсем тăрăх, РФ УКĕн 119-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçарнă. Иртнĕ уйăхра Виçпÿрт Шăмăршăра арçын – тепĕр арçынна, Палтиелĕнче хĕрарăм тепĕр хĕрарăма уççăн çаратнă. Ку çынсен РФ УКĕн 161-мĕш статйин 2-мĕш пайĕ тăрăх явап тытма тивет.
Хаçатра вырăн панипе усă курса районти граждансене Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин тĕрлĕ службисен тата районти полици уйрăмĕн "Шанăç телефонĕн" номерĕсемпе те паллаштарас тетĕп. Енчен те полици сотрудникĕсем сирĕн заявление йышăнмаççĕ е эсир вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе (ĕçсĕрлĕхĕпе) килĕшместĕр пулсан, Шалти ĕçсен министерствин дежурнăй чаçне (код 8352) 24-16-55, оперативлă шырав пайне (собственная безопасность) – 24-07-07, сотрудниксен составĕн инспекцине – 24-11-24, экономика преступленийĕсемпе тата коррупципе кĕрешекен оперативлă шырав чаçне 24-18-03, ГИБДД управленине 62-50-30 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Районти полици уйрăмĕн "Шанăç телефонĕ" – 2-33-71 (код 83546). Сирĕн пĕлтерÿсем тăрăх çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.