15 августа 2012 г.
Вăхăт, вăхăт... Ытла та хăвăрт иртет-çке вăл! Акă хамăн пенсие каяс умĕнхи выпускной класпа сывпуллашнăранпа 25 çул та иртсе кайрĕ.
Чĕрĕк ĕмĕр каялла Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă (10 А класс) выпускниксем çак кунсенче тĕл пулу ирттерчĕç.
Кĕске сăмах каласа мероприятие хальхи вăхăтра завучра ĕçлекен Е.Воронцова – вăл та эпĕ руководитель пулса ертсе пынă класра вĕреннĕ – уçрĕ. Хăйсене тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, юратнă профессие суйласа илме пулăшнăшăн Елена Семеновна учительсене ятран асăнса пĕтĕм класс ятĕнчен тав турĕ. Ун çумне хутшăнса ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă коллективĕн ертÿçи В.Кузьмина, район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова, Е.Кудряшов предприниматель тата ыттисем те педагогсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç, шкулта вĕреннĕ çулсене ырăпа аса илчĕç.
Хальхи компьютер технологийĕпе усă курса хатĕрленĕ фото-ÿкерчĕксен электронлă материалĕ вара выпускниксене пысăк савăнăç кÿчĕ. Шкулти вĕренÿ, тĕрлĕ мероприятисен, производствăри (совхозри) ĕçсен уйрăм саманчĕсем куç умне ачалăх çулĕсене кăларчĕç, аса-илÿ тĕнчине илсе кĕрсе чун-чĕрене хумхантарчĕç.
"Шемуршинский" совхоза шкул ачисем, çав шутра пирĕн класс та нумай пулăшнă. Çĕрулми пуçтарнă е хăмла татнă вăхăтра класс яланах малтисен йышĕнче пынă.
– Ыттисенчен нумайрах хăмла пуçтарас тесе плантацие тул çутăлнă-çутăлманах велосипедпа каяттăмăр, – аса илет Н.Полковников. – Кунĕпе вара пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕр. Палăртнă задание пурнăçламасăр плантацирен тухман.
– Шкулта та, килте те ĕçе хăнăхтарса ÿстерни пире пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать, – терĕ Е.Кудряшов предприниматель.
Класс ертÿçи пулса пĕр улшăнми 5 çул ĕçленĕ май, эпĕ кашни ачан характерне, пултарулăхне, пĕрлех хăш-пĕр çитменлĕхне лайăх пĕлсе çитнĕччĕ. Вĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне шута илсе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлеме тăрăшнă. Çавăнпах пулĕ, выпускниксен ашшĕсемпе е амăшĕсемпе урамра тĕл пулсан, вĕсем савăнсах пĕрле калаçнă самантсене аса илеççĕ, ачисен пурнăçĕ пирки каласа параççĕ, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани пама тăрăшнăшăн мĕн пур педагогсене тав тăваççĕ.
Тĕрлĕ профессипе ĕçлесе пурăнаççĕ 25 çул каялла шкул пĕтернĕ выпускниксем. Хăш-пĕрисем тахçанах ĕç коллективĕсен руководителĕсем пулса тăнă. Районти ветерансен совечĕн тата шкулти управлени канашĕн членĕ пулнă май, район больницинче те, шкулта та тĕрлĕ ыйтусене татса панă çĕре хутшăнма тивет. Хам класра вĕреннĕ И.Смирнова тĕп врач, Е.Воронцова завуч мана яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ытти выпускниксем те ыр кăмăллăх кăтартаççĕ. Апла пулсан, эпир ачасене ăшă чунлă пулма вĕрентни вĕсен пурнăçĕн йĕрки пулса тăнă.
Хамăр вĕрентнĕ выпускниксем пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утни пире, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, савăнтарать, ватлăхра çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать.