Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршĕсем мĕншĕн кăмăлсăрланаççĕ?

18 августа 2012 г.

ЧĂВАШ Республикинче пыл хурчĕсем ĕрчетекенсен йышĕ 5 пинрен те иртет теççĕ. Камшăн ку чун киленĕçĕ, иккĕмĕшĕсемшĕн – услам çăл куçĕ.

Апла-и, капла-и – çапах та кунашкал аппалану кÿршĕсене чăрмав та, сиен те кÿмелле мар.

Анчах та юлашки вăхăтра Россельхознадзорăн республикăри управленине çăхавсем килме пуçларĕç. Паллах, саккунпа килĕшÿллĕн, кашнинчех специалистсем вырăна тухса лару-тăрăва уçăмлатаççĕ. Инспекторсем ку ĕçе вырăнти ветеринари специалисчĕсене те, хăй тытăмлăх ĕçченĕсене те явăçтараççĕ.

Чăваш Республикин "Пыл хурчĕсем ĕрчетесси тата пыл хурчĕсене тата шăркалантаракан тискер хурт-кăпшанкăна хÿтĕлесси" саккунĕн 4-мĕш статйипе килĕшÿллĕн юридици сăпатĕнчи çынсем те, граждансем те хурт-хăмăр тытма пултараççĕ-çке. Пыл туса илесси - саккуна пăсниех мар. Эппин çынсем мĕнпе кăмăлсăр;

О.И. кÿрши вĕллисене пурăнакан вырăнтан инçех мар тытнипе вăрçăнать. Пахчара ĕçленĕ чухне пыл хурчĕсем пĕрмаях сăхнине пĕлтерет. Кăнтăрла пахчара ĕçлеме май çук тесе çырать. Вĕллесен шучĕ çулсерен нумайланса пынине палăртать. Вĕсене пурăнмалли вырăнта вырнаçтарассин нормативĕсене пăснине пĕтермешкĕн хушма ыйтать вăл.

Патшалăх инспекторĕ çăхавра асăннă яла çийĕнчех çитсе килчĕ. Чăнах та, утар территорине çÿллĕ карта тытса уйăрман. Вĕллесене территори чиккинчен 1 метртан инçе мар вырнаçтарнă.

Ку самантсем пирки çÿлерех асăннă саккунра мĕн çырнă-ха; 4-мĕн статйинче уйрăм çын утарĕнче пыл хурчĕсен шучĕ мĕн чухлĕ пулмаллине палăртнă - чикки çук.

5-мĕш статйинче вара çынсене тата чĕр чунсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе ялсен чиккисенче вĕллесене юнашар çĕр лаптăкĕнчен 10 метртан кая мар вырнаçтарма е 2 метртан пĕчĕк мар карта, хÿме, е симĕс (йывăç-тĕм е ытти курăк) çатан тытмашкăн сĕннĕ. Палăртсах хăварас килет - шăпах "сĕннĕ" тесе çырнă. Çавăнпа та инспекторсем ку енпе çине тăрса хушма та пултараймаççĕ.

"Пыл хурчĕсен чирĕсене, наркăмăшланассине асăрхаттарассин тата тĕп сăтăрçисене тĕп тăвассин мероприятийĕсен инструкцийĕ" 1.7 пункчĕпе килĕшÿллĕн кашни утарăн ветеринари-санитари паспорчĕ пулмалла. Унта утарăн санитари лару-тăрăвĕ пирки çырсах тăраççĕ. Кунашкал документ çукки РФ КоАП-ĕн 10.6 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплама май парать. Районти чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцире те П. П. ерекен чирсене тĕрĕслеттерме пробăсем илсе килменнине çирĕплетнĕ. "Ветеринари çинчен" саккун тăрăх вара чĕр- чунсен сывлăхĕшĕн хуçи яваплă.

Сăмах май, çак саккунрах хуçисен чĕр чунĕсем чирлесрен кирлĕ мероприятисем ирттермелле тесе çырнă. Вĕсене пурăнмашкăн тата чĕр чун продукцине тирпейлемешкĕн, упрамашкăн тата сутмашкăн вырăн хатĕрленĕ чухне зоогигиена тата ветеринарипе санитари правилисене пăхăнмалла.

П.П-ăн шăпах ветеринарипе санитари паспорчĕ пулман. Çакăншăн ăна управленин патшалăх инспекторĕ административлă майпа явап тыттарнă.

Кунашкал çăхавсем асăннă ведомствăна татах та килеççĕ. Çырусенче çырса кăтартнă лару-тăру пĕрешкелтерех. Çынсем кÿршин пыл хурчĕсем сăхнипе питĕ кăмăлсăр. Ветеринари специалисчĕсем утар тытакансене çакна шута илме тата çÿлерех асăннă çитменлĕхсене пĕтермешкĕн тăрăшма ыйтаççĕ. Инспектор алăкран шаккасса ан кĕтĕр!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика