18 августа 2012 г.
Виçпÿрт Шăмăршăри Е.Юманова ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăрать. Елена Витальевна çамрăкран пуçласа пенсие тухичченех тăван колхоз ферминче дояркăра вăй хучĕ. Çулла витререн тăкнă пек çумăр çăвать-и, хĕлле куç курми çил-тăман çавăрттарать-и – вăл сукмакпа фермăна васкатчĕ. Ĕçре ÿркевлĕ пулман, яланах тăрăшса ĕçленĕ.
Мăшăрĕпе, Анатолий Алексеевичпа (шел, вăл пенсие тухсан нумай пурăнаймарĕ), виçĕ хĕрпе, икĕ ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Елена Витальевнăн хальлĕхе виçĕ мăнук.
Е.Юманова хальхи вăхăтра пысăк çуртра пĕчченех пурăнать. Пурăнмалли условисем лайăх: пÿрте шыв, канализаци тата çутçанталăк газĕн пăрăхĕсемпе çыхăнтарнă.
Халĕ те, пенсире пулсан та, Елена Витальевна куллен хĕрÿ ĕçре çаврăнать. Вăл килти хуçалăхра ĕне, пăру, сыснасем, йышлă хурпа чăх-чĕп тытать. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне тата ытти вăхăтра ачисем те – вĕсене ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ – тăтăшах килсе пулăшаççĕ. Кÿршĕсемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă май, выльăх çими хатĕрленĕ е çĕр улми лартнă-кăларнă вăхăтра вĕсем те пулăшу параççĕ.
Ытлашши сĕте Е.Юманова куллен предпринимателе сутать. Аш-какай сутса та тупăш тăвать. Паллах, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе, пахча çимĕçпе ачисене те пулăшать.
Елена Витальевна кил-çурт умĕнче, пĕчĕк пахчара тĕрлĕ чечексем ÿстерме кăмăллать. Кирлĕ пулсан, вĕсене ыттисене те парнелет. Юбилей, çуралнă кун, туй е Пĕлÿ кунĕ тĕлне чечексен çыххи кирлĕ пулсан, ырă кăмăллă хĕрарăм ăна хăех татса-тирпейлесе парать. Çакăншăн ăна ял çыннисем кашнийĕнчех ăшшăн тав тăваççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ.