Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн кĕркуннене» хатĕрленсе

18 августа 2012 г.

УЙ-ХИР пушансан, тухăçа пÿлмене кĕртсен çĕр-шыври çĕр ĕçченĕсем "Ылтăн кĕркунне" курава пуçтарăнаççĕ. Ку вăл – агропром çитĕнĕвĕсемпе çĕнĕлĕхсене кăтартмалли мел. Кăçал та, яланхиллех, Мускаври Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче, октябрĕн 11-14-мĕшĕсенче, тăватă павильонра иртĕ.

Октябрĕн 11-мĕшĕнче "Ылтăн кĕркунне" курава савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Унта "Раççей регионĕсем тата ют çĕр-шывсем", "Выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕ", "Выльăх-чĕрлĕх валли оборудовани", "Ветеринари. Выльăх апачĕ" экспозицисем пулĕç. Кунтах ял хуçалăх техникин ятарлă куравĕ те иртмелле. Унта хамăр тата ют çĕр-шыври техникăпа паллашма май пулĕ.

Çулсерен "Ылтăн кĕркуннене" тĕрлĕ регионтан пин-пин çын хутшăнать. Кăçал унта 35 çĕр-шывран, çавăн пекех Раççейри 41 регионтан хăнасем çитмелле. Чăваш Енрен "АККОНД", "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, "Шупашкарти сăра вĕретекен "Букет Чувашии" фирма", Етĕрнери аш-какай комбиначĕ, "Ядринмолоко", "Чăваш бройлерĕ", "Чувашхлебопродукт" тата ытти предприяти хăйсен продукцине тăратĕç.

Сăмах май, иртнĕ çул республикăри предприятисем 83 конкурса хутшăнса 77 медаль çĕнсе илнĕ, çав шутра 30 ылтăн, 20 кĕмĕл, 27 бронза.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика