18 августа 2012 г.
ЧĂВАШ ЕН бюджетĕнче кăçал ял хуçалăх культурисене – нумай çул ÿсекеннисене тата çулсерен акаканнисене – страхлама кайнă тăкаксене саплаштарма 156 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутра федераци укçи 144,2 млн, республикăн 11,8 млн тенкĕ. Августăн 6-мĕшĕ тĕлне федераци бюджетĕнчен – 57,5 млн, республика хыснинчен 3 млн тенкĕ куçарнă. Раççей ял хуçалăх министерствине 2012 çулхи виççĕмĕш кварталта предприятисен тухăçне страхлама кайнă тăкаксене саплаштарма 59,5 млн тенкĕ куçарма ыйтса хушма заявка тăратнă. "2008–2015-мĕш çулсенче Чăваш Республикинче агропромышленность комплексне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" программăна пурнăçа кĕртнĕ май кăçал акнă лаптăксен 60 процентне страхламалла. 2011 çулта 352 предприяти ял хуçалăх страхлавĕн килĕшĕвне (596,8 млн тенкĕлĕх) тунă. Ял хуçалăх таварне туса илекенсен страхлав тăкакне саплаштарма 298,4 млн тенкĕ куçарнă, çав шутра федераци – 283,3 млн, республика – 14,9 млн тенкĕ. Чăваш Енре иртнĕ çул çак тĕлĕшпе "Поддержка", "ГУТА-Страховани", "МСК" страхлав компанийĕсем ĕçленĕ.