Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялав – çĕр-шыв мăнаçлăхĕ

22 августа 2012 г.

АВГУСТĂН 22-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Раççей Федерацийĕн ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав патшалăх символĕ пулса тăрать, унăн историйĕ пуян та мухтавлă.

Ялавăн кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Шурă тĕс пархатарпа чапа, кăвакки – шанчăклăхпа чыслăха, хĕрли хăюлăхпа юратăва пĕлтереççĕ.

Истори страницисене уçсан, çакă паллă: шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава 1705 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша ятарлă Указпа çирĕплетнĕ. Ялава суту-илÿ карапĕсемпе пăрахутсем çине çакма хушнă. Пĕрремĕш Петĕр çирĕплетнĕ ялав 150 çула яхăн вырăс наци ялавĕ шутланнă, вăл Раççейĕн тинĕсри тата юхан шыври кашни карап çинчех вĕлкĕшнĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава, вырăс нацийĕн символĕ тесе, 1856 çулта Парижра – Крым вăрçи вĕçленнĕ ятпа мирлĕ килĕшÿ тунă чухне те çакнă.

Çапах та чăннипех те Вырăс патшалăхĕн ялавĕ пулса тăриччен пайтах вăхăт иртнĕ-ха. Иккĕмĕш Александр патша хура-сарă-шурă ялав çирĕплетни те пулнă. 1883 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче вара Виççĕмĕш Александр патша Раççейĕн пĕрлехи ялавĕ шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав тесе йышăннă.

1993 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Президенчĕ Б. Ельцин "Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ çинчен" Указа тата "Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ çинчен калакан положение"алă пусса çирĕплетнĕ. Раççейĕн патшалăх ялавне ятарлă флагшток çинчен çурт умĕнче е çурт çинче çĕклеççĕ. Ялава Патшалăх уявĕсенче чаплă лару-тăрура çĕклени кашни гражданинăн чун-чĕринче Тăван çĕр-шывпа мухтанмалли патриотизм туйăмĕ çуратмалла. Патшалăх ялавне çĕклесе пирĕн çĕр-шыври спортсменсем ют çĕр-шывсенчи ăмăртусенче çĕнтернине те чыслаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика