Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхпа усă курмаççĕ

22 августа 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Вырмана ăнăçлă йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ĕççи мĕнлерех пынипе паллаштарнă. Августăн 13-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсем, фермерсен пысăк хуçалăхĕсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 81,2 пин гектар (33, 9 процент) çулнă. Кашни комбайн пуçне талăкра 15 гектар тĕшĕлемелле. Пирĕн 9,9 гектар çеç.

Ертÿçĕсем ĕççи хăвăртлăхĕ çителĕксĕррине "иртнĕ канмалли кунсенче кашни районта тенĕ пекех çумăр çунипе" ăнлантараççĕ. Лару-тăрăва çавнашкал хакланипе министр килĕшмен.

Правительство Председателĕ Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕпе, "Чăваштырăпродукт" обществăпа тунă килĕшÿсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕр утăм та туман ял хуçалăх организацийĕсене критикленĕ. Çуркунне хуçалăхсем вĕсенчен малтан тÿлемесĕрех минерал удобренийĕ, ÿсен-тăрана çум курăкран, сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелли препаратсем илнĕ. Иван Моторин çав ертÿçĕсене элеваторсене тырă леçме пуçламаншăн ÿпкеленĕ. Ахăртнех, вăл татах хакланасса кĕтеççĕ. Паян хак лайăххине палăртнă премьер-министр. 3 класри туллăн кашни тоннине – 7700, фуражлăх тырра 6000 тенкĕлле йышăнаççĕ. Фонд директорĕ Алексей Самаркин каланă тăрăх – килĕшÿ тунă хуçалăхсенчен пурте тенĕ пекех парăмпа тырăпа мар, укçан татăласшăн.

Темиçе районти предприятисем çурла (август) уйăхĕнче çăмăллăхлă йĕркепе çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянмалли графика пăхăнмаççĕ. Кайран ăна илейĕç-ши; Халĕ вăл пасар хакĕнчен йÿнĕрех ларать. Литр дизтопливăшăн (хуçалăха леçсен) 22 тенкĕ çеç кăларса хумалла. Иван Моторин вĕсене критикленĕ, ертÿçĕсене малтанхи çыхăнусене сыхласа хăварма чĕнсе каланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика