22 августа 2012 г.
ПУЯНКАССИНЧИ культурăпа кану центрĕнче мероприятисем, конкурссем пулсах тăраççĕ. Халĕ хĕрÿ ĕç вăхăчĕ тăрать пулсан та ял çыннисем кунта килме вăхăт тупаççĕ. Ара, ĕçпе кану яланах юнашар-çке.
Сисĕнмесĕрех çу кунĕсем иртсе пыраççĕ. Çуллапа пĕрлех шкул ачисемпе студентсен те каникулĕ вĕçленет. Каллех партăсем хушшине лармалла, кĕнекесем вуламалла, алă ывăниччен çыру ĕçĕсем пурнăçламалла, кăткăс задачăсем шутламалла. Вĕреннĕ чух йывăр пулсан кайран çăмăл пулать. Çакна вĕренекенсемпе студентсем питĕ лайăх ăнланаççĕ.
Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан аслă шкулсемпе техникумсенче пĕлÿ гранитне кăшланисемпе пулас студентсем "Сывă пул, çулла!" ятпа тĕл пулу-конкурс йĕркелеме шутланă. Икĕ команда йĕркеленнĕ те сцена çине тухнă. Вĕсем конкурса ертсе пыраканăн ыйтăвĕсем çине хуравланă, спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ, пултарулăхпа пуçарулăх енĕпе тупăшнă. Чи интересли вара – аукцион пулнă. Пĕр кило тăвара, пĕр чупа-чупса хăйĕн хакĕнчен виçĕ хут хаклăрах хакпа ярăнтарма май килнĕ.
Конкурс конкурсах ĕнтĕ. Çĕнтерÿçĕ командăна та палăртма вăхăт çитнĕ. Ку хутĕчен студент пурнăçне ас тивнисем нумайрах балл пухса çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Апла пулсан та ыранхи студентсем пуçĕсене усман. Вĕсем малашлăхра çĕнтерÿсем те çитĕнÿсем те тăвĕç-ха.
Конкурса хутшăннă çамрăксене ăнăçу сунса Пуянкассинчи библиотека ертÿçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова сăмах каланă, парне парса чысланă.
Ялти культурăпа кану центрĕнче çак тăрăхра пурăнакан сумлă çынсене халăх умĕнче саламласси йăлана кĕрсе пырать. Вун-вун çынна сцена çинче ăшă та ырă сăмахсем каласа тав тунине курма тивнĕ. Хĕрÿ ĕçре пиçĕхнĕ ашшĕ-амăшне ачисемпе мăнукĕсем чĕререн тав туни, вĕсен умĕнче пуçĕсене тайни хăть камăн чун-чĕринче те ырă туйăм çуратать.
Хальхинче ялти культура ĕçченĕсем тăрăшнипе, вĕсен пуçарулăхĕпе сцена çинчи тĕп герой Кахăрлă Шăхалĕнче пурăнакан Валентина Муллина пулнă. Ăна ачисем, мăнукĕсем, аякран килнĕ тăванĕсем ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă. Паллах, "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ çак мероприятирен пăрăнса юлман. Вĕсем уяв каçне илем кÿртсе вун-вун юрă юрланă, чăваш ташшине ташланă.