22 августа 2012 г.
ЧАСАХ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ятарлă автобуссем чылай вĕренекене куллен база шкулĕсене турттарма пуçлĕç, уроксем вĕçленсен килĕсене леçĕç.
Рейссен ăнăçлăхĕ шкул автобусĕсен водителĕсен яваплăхĕнчен, квалификацийĕнчен, ĕç опытĕнчен, тимлĕхĕнчен килет. Чи малтан, паллах, шанса панă автобуса куллен техника тĕлĕшĕнчен юсавлă тытмалла, ăна кирлĕ пек пăхса тăмалла. Автобусăн хуть хăçан та рейса тухса кайма хатĕр пулмалла.
Водительсем автобуссене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне мĕнлерех хатĕрлесе çитернине пĕлес тесе, районти ГИБДД службин сотрудникĕсем район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсемпе тата шкул дирекцийĕсемпе пĕрле çак эрне кун, августăн 24-мĕшĕнче, Шăмăршăра ятарлă тĕрĕслев ирттереççĕ.
Ку мероприяти вăхăтĕнче автобуссен техника тĕлĕшĕнчи юсавлăхне, водительсен удостоверенийĕсене, транспорт хатĕрĕн регистраци свидетельствине, ачасене турттармалли маршрут тата путевка хучĕсене тата ыттине те тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Çитменлĕхсем тупăнсан, вĕсене пĕтермелли пирки асăрхаттаратпăр.
Малалла вара Шăмăршăри ДРСУ ĕçченĕсемпе пĕрле шкула каймалли çул-йĕрсен юсавлăхне, çул урлă каçма тунă паллăсемпе знаксене пăхса тухатпăр, кирлĕ пулсан, çитменлĕхсене пĕтеретпĕр.
Водительсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех пăтăрмахсăр, пĕр тикĕс ĕçлеме ăнăçу сунатпăр. Ачасен сывлăхĕ тата пурнăçĕ водительсен аллинче пулнине кашни рейса тухмассерен асра тытмалла.