Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв та... варлать

22 августа 2012 г.

МĔН чухлĕ тасамарлăх кăларса пăрахатпăр урамсене. Ку çеç те мар, шывпа та варалатпăр. Шăпах çапла: таса мар шывпа.

Нумайăшĕ асăрханă, курнă пулĕ ĕнтĕ: чылай водитель хăйĕн автомашинине урамрах, колонка патĕнче çăвать. Юхать те юхать вара урам тăрăх мазутлă шыв – çурхи ейÿ тейĕн. Урамра, курăк та пулсан, хура йĕр пулса тăсăлать. Шăмăршăрах курма пулать çакнашкал тĕслĕхсене. Ытти ялсенче çук тетĕр-и; Пĕр тĕслĕх кăна пулсан тем мар пек те – тупăнсах тăраççĕ вĕт.

Колонкăсем патĕнче палас-ковер çăвакансем те пур. Каллех мĕн чухлĕ шыв юхать. Япала çăвакансем, тасарах пултăр тесе, темĕн тĕрлĕ порошокпа, хими хутăшĕсемпе усă кураççĕ. Пăтранать вара шăршлă кăпăк, урама юхса тавралăха варалать, сиенлет. Пĕлмеççĕ мар вĕт-ха çынсем çапла тумалла марри çинчен, пĕлсе тăрсах çапла хăтланаççĕ. Сиенлĕ хутăшсем, çĕре сăрхăнса, кайран хамăрах ĕçес шыва лекессе ăнкарса илме ытла пысăк ăс та кирлĕ мар пек те. Кашни колонка умне те хуралçă тăратма май çук.

Килте тĕрлĕ хутăшсем ярса япала çунă шыва урама кăларса тăкни те, пирĕн шутпа, йĕркеллĕ пулăм мар.

Кÿлĕ-пĕве хĕрринче те техника хатĕрĕсене çăвакансем сахал мар – вĕсемшĕн нимĕнле чару та çук тейĕн. Каллех тавралăха варалатпăр вĕт, çут çанталăка сиен кÿретпĕр. Кайран вара çырмасенче шыв пăнтăхнăшăн, пулă-шапа вилсе пĕтнĕшĕн тĕлĕннĕ пек пулатпăр. Кам айăплă çакăншăн; Хамăрах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика