22 августа 2012 г.
ЧĂВАШ Республикин чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, чĕрĕлĕх пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслесе тăрас тата унпа усă курассине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх служби вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕр чунне пĕр шайра тытса тăрас, сунарçăсемпе пулăçăсен тата патшалăх хутшăнăвĕсене йĕркелес енĕпе нумай ĕçлет.
Служба штатĕнче 30 çын. Коллектив йышлă мар. 26-шне Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне пăснăшăн протокол çырма ирĕк панă.
Кăçалхи 5 уйăхра сунар пуянлăхне сыхлас тĕллевпе юридици тытăмĕсемпе пайтаçăсене 4 хут тĕрĕслерĕмĕр, 711 рейд йĕркелерĕмĕр. Федераци тата республика саккунĕсене пăснă 82 тĕслĕхе шута илтĕмĕр. 77-шĕ административлă право йĕркине пăхăнманнипе, 5-шĕ уголовлă кодексра пăхнă киревсĕр ĕç тунипе çыхăннă. Саккуна нимĕн вырăнне те хумасăр хăтланакансем йĕркене пăсса кайăк-кăвакал, хаклă тирлĕ чĕр чун тытнисене тăрă шыв çине кăлартăмăр. Кайăкçăсен хатĕрне, çав шутра 4 пăшал, туртса илтĕмĕр. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне служба тата судсем юридицин 2 тытăмне, должноçри 7 çынна, 49 сунарçăпа пулăçа административлă майпа айăплама, вĕсенчен 69 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă. Пĕрне уголовлă майпа явап тыттарнă.
Сунар вырăнĕсенче чĕрĕлĕхе сунар объектне кĕртессине республикăн Çут çанталăк ресурсĕн тата экологи министерствипе, ытти органпа, республикăра пурăнакансемпе пĕрле канашласа татса паратпăр. Калăпăр, кăçалхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи çав кунччен сунарçăсене лицензипе 93 хир сысни, 28 пăши тытма ирĕк парас тетпĕр. Йышăну вăя кĕчĕ. Çут çанталăк тусĕсем, экологсем çитес çулсенчи лимита улшăну кĕртес тĕллевпе управление сĕнÿ çитерме пултараççĕ.
Служба инспекторĕсем январь-февраль уйăхĕсенче сунар объекчĕн йышне шута илчĕç. Пĕтĕмлетĕве икĕ уйăхранах сайта вырнаçтартăмăр. Çак тĕслĕх те управлени ĕç-хĕлĕнче уççăнлăх пуррине çирĕплетет. Совет тапхăрĕнче чĕрĕлĕх шутне информацин йышлă хатĕрĕ урлă пĕлтермен. Паллах, служба специалисчĕсене пĕтĕмлетĕвĕн хăш-пĕр кăтартăвĕ çырлахтармасть.
Сăмахран, хир мулкачĕ (2064 пулнă, 1893 юлнă), хир сысни (1587 пулнă, 1036 юлнă), ăсан (10840 пулнă, 8873 юлнă), хир чăххи (27137 пулнă, 7641 юлнă) тухни кулянтарать. Çакăнпа пĕрлех шурă мулкач, хир качаки, пăчăр хушăнни савăнтарать.
Çулталăк пуçланнăранпа пурте усă курмалли сунар вырăнĕсенче чĕр чун тытма çирĕплетнĕ йĕркепе 1652 хутчен ирĕк патăмăр. Лицензи илнисене 625 пин тенкĕлĕх пошлина хывтарнă.
Сунарçăсем пĕлтĕр – 19, кăçал 13 кашкăр тытнă.