25 августа 2012 г.
ФЕДЕРАЦИ çăмăллăхçисен октябрĕн 1-мĕшĕччен 2013 çулта соцпакетпа мĕнле усă курассине татса памала. Унччен палăртнине улăштарас текенсен заявлени çырмалла. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра çын укçа илет. Килес çул çăмăллăхсемпе усă курасшăн е тепĕр майлă. Нимĕн те улăштарас темесен çăмăллăхпа усă кураканăн Пенси фондне ыйтупа тухмалла мар.
Соцпакет эмел, санатори-курорт тата транспорт пайĕсенче тăрать. Унпа туллин е кашнинпе уйрăммăн усă курма юрать. Тулли пакетăн хальхи вăхăтри хакĕ – 795 тенкĕ те 88 пус. Çак шутра эмелшĕн (тухтăр рецепчĕпе тÿлевсĕр илмелли) – 613 тенкĕ, санатори-курорт сиплевĕшĕн (тухтăр сĕннипе санаторие каймалли путевка) - 94 тенкĕ те 83 пус, транспортшăн (хула çум пуйăсĕсемпе тÿлевсĕр çÿреме тата сиплев вырăнне кайса килме) – 88 тенкĕ те 05 пус.
Чăваш Енре çулталăк пуçланнăранпа соцпакет е унăн уйрăм пайĕсене пăрахăçлама ыйтса çырнă 2,9 пин заявлени (тĕпрен илсен, 2012 çулта укçа илсе тăнă çăмăллăхçăсенчен) йышăннă. 295-ĕн соцпакетпа усă курасшăн. Республикăра федераци çăмăллăхĕсемпе 111,3 пин çын – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, хĕрÿ вырăнсенче пулнă ветерансем, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем, инвалидсем, радиаци инкекне лексе шар курнисем – усă курать. Çак йышăн 89,7 проценчĕ çăмăллăха укçан илет.