Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем аманасси ÿснĕ

25 августа 2012 г.

КĂÇАЛ районти çул-йĕрсем çинче авари тăвасси сисĕмлех ÿснĕ. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне 16 (!) авари пулнине, вĕсенче 3 çын вилнине, 26 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта вара 10 аварире 11 çын аманнине шута илнĕччĕ. Вилнисем пулман.

Кăçалхи аварисенче ачасем инкек курасси ÿсни уйрăмах хытă пăшăрхантарать. Паянхи кун тĕлне пĕр ача вилнине, 4 ача аманнине регистрациленĕ. Автомашина салонне ятарлă кресло вырнаçтармалли пирки водительсене тепĕр хут аса илтеретпĕр.

Автоаварисен тĕп сăлтавĕсем пирки те каласа хăварас килет. Хăвăртлăх режимне пăсни, тепĕр транспортран иртнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни тата руль умне ÿсĕрле ларни инкекпе вĕçленме пултарни пирки водительсен асра тытмалла.

Ачасем çул тăрăх скутерпа е мопедпа унталла та кунталла вирхĕнсе çÿренине тăтăшах куратпăр эпир. Хăшĕсен пуçĕсем çинче вара мотошлем та çук. Ашшĕ-амăшне çакăн пирки те аса илтеретпĕр: 16 çул тултарман ачасене скутер е мопед шанса памалла мар.

Велосипедсем пирки каласа хăварни те ытлашши пулмĕ. 14 çул тултарманнисен велосипедпа çул çине тухма юрамасть.

Çул урлă каçнă чухне çуран çÿрекенсен икĕ еннелле те пăхса илмелле. Çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан тăхтаса тăмалла. Çул урлă палăртнă вырăнта кăна каçмалла.

Çул çине тухсан водительсен те, çуран çÿрекенсен те питĕ тимлĕ пулмалла. Асăрхануллă пулсан кĕтмен инкек те пулмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика