Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп сывлăх – чи кирли

25 августа 2012 г.

НАРКОМАНИ çинчен сăмах пуçарсанах çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Героин, кокаин ятлă наркотиксен ячĕсене аса илсе пуçа та ыраттарас килмест. Анчах та нумайăшĕ шăпах хăйсен савăнăçне – пуласлăхне тесен те йăнăш пулмĕ – "шурă вилĕмре" кураççĕ. Çак хăрушла çул çине çамрăксем ытларах ура ярса пусни пирки час-часах илтетпĕр. Наркомани "алли" питĕ хытă хĕстерсе тытать, унран хăтăлма çав тери йывăр. Яшсемпе хĕрсене ирĕксĕрлесех шурă порошок тутантарни çинчен те пĕрре мар илтнĕ.

Çын пурнăçне аркатакан наркотика кам шухăшласа кăларнă-ши; Мĕншĕн ăна нимĕнле чĕр чунăн та мар, шăпах калаçма-ĕçлеме пĕлекен этемĕн тутанса пăхмалла пулнă-ши; Халь тин кун пирки пуçа ватни те усăсăр. Çăмăлттайла хăтланса, малашлăх çинчен шухăшламасăр ку çул-йĕре суйласа çĕр çинче мĕн чухлĕ этем асапланать-тĕр. Тата мĕн чухлĕн пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Вĕсен шучĕ те çук пулĕ, мĕншĕн тесен наркоманипе чирлекенсен тĕрĕс хисепне палăртма май çук-çке. Вĕсен шучĕ вара, шел те, çулсеренех ÿсет.

Ялтан хулана кайнă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç та наркомани çулне суйлани тĕлĕнтерет. Ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчи хÿтлĕхри ачасем ирĕклĕхе туйса йăнăшаççĕ ахăр. Пĕрре тутанса пăхаççĕ те, наркотике килĕштерсе пăрахаççĕ. Малалла вара нимĕн ыррине те кĕтмелли çук, чир шалтан шала кайса пырать. Ĕмĕтпе пурăнакан çамрăк малашлăх çине алă сулать. Уншăн чуна канăç кÿрекен "дозăна" мĕнле те пулсан тупасси, ăссăрланасси малти вырăна тухать. Хулара ăс пухакан студентсенчен хăшĕ-пĕри наркотик ас тивсе курни пирки те пытармасть. Чăн та вĕсене юлташĕсем çак утăма тума хистенине пĕлтереççĕ. Наркăмăша тутансан пур йывăрлăх та хыçа юлать, чунра ырă-ырă туйăмсем çуралаççĕ имĕш.

Анчах, мĕнле йывăрлăха кĕрсе ÿксен те, наркотик енне туртăнар мар. Пур пăтăрмаха та çирĕп сывлăхпа çĕнтерме пулать. Наркотик тутанса минутлăха çеç йывăрлăх çинчен манатăн. Çав вăхăтрах хамăр пурнăçа çухататпăр. Наркотик кăна мар, эрех-сăра ĕçме, пирус туртма та васкар мар. Вĕсем – пурнăçа кĕскетекен наркăмăшсем. Этем çĕр çинче сывлăхпа утнă чухне çеç пурнăç илемлĕ-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика