Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçарăнакан çылăх-ши?

25 августа 2012 г.

ЮЛАШКИ çулсенче хĕрарăмсем те пуçа вырнаçман хăрушă, тискер ĕçсем тунине илтетĕн те, тĕнче тĕпсĕр шурлăха путсах пĕтет пулĕ тетĕн. Епле-ха апла; Хăйсен ÿтĕнче ÿтленсе тăхăр уйăх чĕре çумĕнче çĕклесе çÿренĕ тĕпренчĕкĕсене (планламаннисене) çут тĕнчене темиçе минут е сехет, кун кăтартнă хыççăнах хăйсен аллипе вĕлереççĕ. Чăн сăмах çакă: автансăр яла ăсатаççĕ. Мĕнле майпа; Çÿп-çап контейнерĕсенче, туалет шăтăкĕнче, хирте, çырма-çатрапа вăрмансенче тин çеç çуралнă ачасен виллисене тупнине калаççĕ, хаçатсенче çыраççĕ. Хăрушă тĕслĕхсенчен пирĕн тăрăх та айккинче тăмасть. Врач патĕнче учета тăмасăр, килтех çуратаççĕ те тĕпренчĕкĕсене, унтан сывă та тĕреклĕ пепкех вилсе выртать. Сăлтавĕсене тупма хăнăхса çитнĕ: пĕр-пĕрин опычĕпе паллашсах тăраççĕ.

Куççульпе витĕнмелле чухне йывăр çĕклемрен ансат çăмăлланнă хĕрарăм ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособие пуç тăратса кĕсьене чикет. Чĕре вырăнĕнче хытса кайнă чул татăкĕ тейĕн унăн.

Маруç хăрушă тĕлĕк курса выртать: "Пирĕштисемпе шуйттан çурисем хĕрсех çапăçаççĕ. Ăшă чунлисем, ырă кăмăллисем пулăшасшăн, усаллисем вара çĕр тĕпнелле сĕтĕреççĕ. Начар шухăшлисем вăйлăрах. Вĕсене хирĕç кăн-кăвак куçлă арçын ачасем тăраççĕ, анчах вĕсен вăйĕ çителĕксĕр. Вĕсем амăшĕн кăкăр сĕчĕпе вăй илеймен. "Ку пирĕн анне, ăна пирĕн пулăшмаллах", – тесе талпăнаççĕ хăйсем. "Тата хытăрах тапаçланăр-ха, вĕлереççĕ мана", – тет Маруç ассăн-ассăн сывласа.

"Аннеçĕм, пирĕн те вилес килместчĕ", – теççĕ пĕчĕкскерсем. "Ара, эсир ман ачасем-им; Сана карчăк патĕнче вĕлертĕм, теприне больницăна пăрахса хăвартăм, виççĕмĕшне тислĕк шăтăкне пăрахрăм, ытла хытă çухăртăн мар-и; Лере, инçетрех тăраканнисем те ман ачасемех-и;" Аха-аха, вĕсем çуралса ĕлкĕрейменнисем, чун кĕнисем.

Хĕрÿленсе çунакан тамăк хуранне чăмас мар тесе вăй-халне пухрĕ хĕрарăм, анчах усси пулмарĕ..."

Çамка çине пăрçа пысăкăш тар тапса тухнипе вăранса кайрĕ хĕрĕх пиллĕкри Маруç. Хăвăртрах ура çине тăрасшăн пулчĕ. Анчах алли-ури ĕçлемест, упăшкине чĕнме сас тухмасть. Мĕн амакĕ пулчĕ; Эй, Турă! Пулăшсам!

Чупса çÿресе, выляса-кулса иртрĕ тăват теçетке çул. Шкул парти хушшинче ларнă чухнех хăйĕнчен аслă кÿршĕ ял ачи куç хыврĕ Маруçа. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне çие юлчĕ хĕрĕн, пĕр карчăк патĕнче унран хăтăлчĕ.

Вăтам шкула çÿреймерĕ. Шкул пурнăçĕ интереслĕ марччĕ ăна. Малалла вĕренес шухăш пулмарĕ унăн. Çăмăлттай хĕр упраç груз турттаракан машинăсемпе ларса çÿрерĕ. Пĕр автомашинăран тепĕрин çине куçрĕ. Кама "ирĕклĕ юрату" кирлĕ – Маруç пĕрне те тĕртсе ямарĕ. 17 çулта тепре йывăр çын пулчĕ. Маларах врач патне кайманнипе иккĕмĕшне çуратмах тиврĕ. Хăй пекех кăн-кăвак куçлă, кăтра çÿçлĕ, чăкăт пек шап-шурă ÿтлĕ ывăл çут тĕнчене килчĕ. Кăвак куçлă Игоре больницăнах пăрахса хăварчĕ çамрăк хĕрарăм. "Манăн кипке çумалла-и, ача çуратайманнисем илччĕр, ун пеккисем нумай", – тенĕ çамрăк амăшĕ ĕмĕртме килсе панă ача çине çаврăнса пăхмасăр.

18 çулта Маруç кÿршĕ района качча тухрĕ. Шурă туй кĕпи тăхăнман, туй-çăнăхта тунине илтмен. Çапла фермăра кăштăртатса ĕçлеме пуçларĕ вăл. Унта та ĕлĕкхи йăлана пăрахмарĕ, пĕринпе савăшрĕ, тепринпе... Умлă-хыçлă икĕ ывăл çуратрĕ. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен кăштах "катăкрах" упăшки çакна асăрхамарĕ.

Çулсем иртрĕç. Фермăри "çемçе" тÿшексем çинчи хĕмлĕ юрату хыççăн ачасем çирĕп ăс-тăнлă çуралаймарĕç пулас. Шкулта лайăх вĕренейменрен тăхăр класс хыççăнах фермăна скотнике кĕчĕç. Упа пек вăйлă хăйсем. Ĕçлеме ÿркенмеççĕ.

Ачисем паян-ыран авланмалла чухне те Маруç юттисене куç хĕсрĕ. Хĕрĕх çул тултарнине фермăра чаплă паллă тунă хыççăн киле те çитеймерĕ юбилярша. Кампа çывăхланнине те ас тумасть, тепĕр тăхăр уйăхран "юрату çимĕçĕ" çут тĕнчене килчĕ. Хырăмне çыхса çÿренипе пит пĕлсех те каймарĕç вăл йывăр çын иккенне. Пĕлекенсем "арпусĕ" ăçта çухалнипе интересленчĕç малтанах, унтан манса кайрĕç.

Пĕринче Маруç упăшки фермăра тислĕк тăкнă чухне шăтăкра ача виллине тупнă. Ăна-кăна ăнланса илейменскер, халăха пуçтарнă. Кам çапла тискер чунлă хăтланнине пĕлчĕç вара. "Хĕрлĕ пакунлисем" нумай чĕнчĕç ăна, анчах айăпланине илтмен. Çÿлти Турă пурне те курса тăрать теççĕ мар-и; Хăв ачуна вĕлернинчен пысăк çылăх çук та тăр çав. Усал ĕçсемшĕн вара хăçан та пулсан ответ тытма лекетех...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика