25 августа 2012 г.
АВГУСТĂН 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра пирĕн районта та, "Трактор" операци-уйăхлăх пуçланчĕ. Профилактика мероприятийĕ августăн 31-мĕшĕччен пырать.
Патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕ район администрацийĕн агропромышленность предприятийĕсемпе, обществăлла инфратытăма тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн ял хуçалăх специалисчĕсемпе, полицин ГИБДД службин сотрудникĕсемпе пĕрле тăтăшах районти предприятисемпе организацисенчи техника паркĕсенче пулать, вырăнти лару-тăрупа паллашать. Çакнашкал рейдсем вăхăтĕнче эпир, операци-уйăхлăх требованийĕсемпе килĕшÿллĕн, тракторсен, прицеп техникин, комбайнсен, бульдозерсемпе экскаваторсен техника тĕлĕшĕнчи юсавлăхне, вĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркине мĕнлерех тивĕçтернине тĕрĕслетпĕр. Паллах, регистраци тата патшалăх техосмотрĕн правилисене, регистраци докуменчĕсен йĕркине еплерех пурнăçланине, патшалăх регистраци знакĕсене, тракторист-машинистсен удостоверенийĕсене те пăхатпăр.
Рейдсем вăхăтĕнче хăш-пĕр руководительсене асăрхаттаратпăр, çитменлĕхсене пĕтерме хушатпăр. Техникăна кирлĕ пек пăхса тăман, палăртнă правилăсемпе нормăсене пăхăнман должноçри çынсем пирки, РФ КоАПĕн 9.3 статйипе килĕшÿллĕн административлă протокол çырма тивет.
Уйрăм граждансен тракторĕсемпе прицеп техникине те тĕрĕслетпĕр. Ку ыйтупа ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Тĕрĕслеве ялсенче графикпа килĕшÿллĕн йĕркелетпĕр. Çитменлĕхсем палăрсан, тÿрех тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр. "Трактор" операци малалла пырать.