Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна улшăнусем кĕртнĕ

25 августа 2012 г.

ЧĂВАШ Республикин "Граждансен уйрăм категорийĕсене çурт-йĕр тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме социаллă пулăшу парасси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем культура учрежденийĕсен ĕçченĕсене пырса тивеççĕ.

Çакă 2011 çулта муниципаллă районсемпе ял тăрăхĕсенче бюджетлă, автономлă тата хысна культура учрежденийĕсене туса хурса руководительсен категорине кĕртнипе çыхăннă. Унччен çав çынсемех специалистсем шутланнă, çавăнпа та коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курнă. Руководительсем пулса тăрса вĕсем çав çăмăллăхпа усă кураймаççĕ. Çавăнпа та саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çапла вара халĕ çак çăмăллăхсем ял е хула тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсен руководителĕсене те пырса тивеççĕ.

Аса илтеретпĕр: культура ĕçченĕсене çак саккунпа килĕшÿллĕн уйăхсерен çурт-йĕрпе çыхăннă республика стандарчĕсене шута илсе хушма укçа тÿлеççĕ. Асăннă тÿлевсен виçине ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 500 "-лĕ "Чăваш Республикин "Граждансен уйрăм категорийĕсене çурт-йĕр тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме социаллă пулăшу парасси çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн çак пулăшупа усă курма тивĕçлĕ граждансене Чăваш Республикин бюджетĕнчен 2011-2013 çулсенче укçа-тенкĕ уйăрмалли правилăсене çирĕплетесси çинчен" постановленийĕпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ.

2011 çулта çак пулăшупа ял тăрăхĕсенче, ялсенче тата хула йышши поселоксенче пурăнакан, культура учрежденийĕсенче ĕçлекен 1620 çын усă курнă. Республика бюджетĕнчен çакна валли 15,3 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çăмăллăхпа 1579 культура ĕçченĕ усă курнă.

Асăннă тĕллевпе бюджетран 8,1 млн тенкĕ кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика