Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пресс-центр пĕлтерет

29 августа 2012 г.

Августăн 28-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче (хресченпе фермер хуçалăхĕсемпе пĕрле) тĕш тырăсене 9150 гектар çинчен пухса кĕртнĕ (план – 9988 гектар). Пурĕ 178425 центнер тырă çапса илнĕ, кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 19,5 центнерпа танлашать.

Кашни гектар пуçне районти вăтам кăтартуран пысăкрах тухăç илекен хуçалăхсем çаксем: «Колос» ООО – 24,7 центнер, "Исток" ООО – 22,8 центнер, "Искра" СХПК – 21 центнер, "Мир" ЗАО – 20 центнер.

Вырма ĕçĕсем уйрăмах "Мир" ЗАОра (тĕш тырăсен лаптăкĕсен 90 процентне пухса илнĕ), "Колос" ОООра (88 процент), "Исток" ОООра (85 процент) ăнăçлă пыраççĕ.

В.Н. Павлов (Хĕрлĕ Васан паççулкки), С.З. Данилов (Асанкасси) тата Г.Н. Макаров (Кахăрлă Шăхаль) фермерсем хăйсен хуçалăхĕсенчи вырма ĕçĕсене вĕçленĕ.

Кĕрхи культурăсем акма 2890 гектар çĕр хатĕрленĕ. Пурĕ 1246 гектар акнă, çав шутран кĕрхи ыраш – 620 гектар, кĕрхи тулă – 626 гектар. Пĕтĕмпе 3200 гектар тырă акса хăварма палăртнă.

680 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Выльăх çими хатĕрлесси малалла пырать. Пурĕ 2450 тонна утă (план – 3680 тонна), 4200 тонна сенаж (план – 6800 тонна), 2500 тонна силос хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика