Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн тĕспе çиçеççĕ куполсем...

29 августа 2012 г.

ТУРĂ пилĕпе, ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе Шăмăршăри Космовский урамĕнче çĕнĕ чиркÿ тăвасси чăрмавсăр пырать. Çÿлти куполсене лартнă хыççăн, хальхи вăхăтра строительсен бригади Турă çурчĕн çивиттине витет.

Шăмăршăри "Христос çурални" чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте çĕнĕ чиркÿ тума пуçланăранпах канăçа пĕлмесĕр ĕçлет. Вăл Турă умĕнчи сăваплă объекта малалла тума ырă кăмăллă спонсорсем шырать, строительство материалĕсем кÿртерсе килет, чиркÿ илемлĕ те лайăх пахалăхлă пултăр тесе нумай тăрăшать.

Паллах, çĕнĕ чиркÿ тума укçа-тенкĕ нумай кирлĕ, строительство материалĕсен хакĕ те пĕчĕкех мар. Юлашки çулсенче сисĕмлĕ пулăшу паракан çынсене илсен, кунта чи малтан хамăрăн ентешĕмĕре – Ульяновскри "Свияжская строительная компания" ОООри директорсен совечĕн председательне П. Батрова палăртмалла. Павел Петровичăн ашшĕпе амăшĕ – Петрпа Дария Батровсем – Пуянкасси çыннисем. П.Батров хăйĕн ентешĕсен ыйтăвне ăша хывни, укçа-тенкĕпе те, строительство материалĕсемпе те пулăшни – Турă тата халăх умĕнчи ĕмĕр манăçми сăваплă ĕç.

Шăмăршăри пĕртăвансем – Александрпа Владимир Максимовсем чиркÿ тума тÿлевсĕрех транспорт уйăрнине, строительство материалĕсемпе тивĕçтернине те мухтамалла кăна.

Ырă çынсем татах та пур. Нумаях пулмасть, акă, Мускавра пурăнакан Вячеслав Валентинович Печников чиркÿ тума каллех пысăк суммăллă укçа куçарса панă.

– Ыркăмăллăх кăтартни ырăпа, Турă сăваплăхĕпе таврăнать, – терĕ объектра строительство материалĕсен черетлĕ партине йышăннă вăхăтра Николай атте. Чиркĕве малалла тума пулăшакансене, объектра ĕçлекен çынсене ăшшăн тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр, вĕсен пурнăçĕнче тата ĕçĕнче ăнăçу пултăр тесе Турра кĕл тăватпăр. Сăваплă объекта тума пуçланăранпах тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Валерий Петрович Фадеева та чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика