Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн акнă-ши?

29 августа 2012 г.

"Мĕн акатăн – çавă шăтать", – теççĕ халăхра. Шăтнине пуçтарса илме те вăхăт ĕнтĕ. Анчах мĕн акса хăварнă-ха хуçалăхсенче?

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем кăçалхи 6 уйăхра кăна вăрлăх контролĕ енĕпе 90-а яхăн мероприяти ирттернĕ, прокуратура тĕрĕслевĕсене те хутшăннă.

Çавна май йĕркене пăснă 136 тĕслĕхе шута илнĕ. Нумай чухне хуçалăхсем сортне палăртман вăрлăх акнă, вăл йышăннă требованисемпе те килĕшсе тăман, вăрлăх шăтаслăхне тĕрĕслеттерменни те тĕл пулнă. Селекци çитĕнĕвĕсен патшалăх реестрне кĕртмен сортсен вăрлăхĕсене сутнă тĕслĕхсем те çиеле тухнă.

Аслă патшалăх инспекторĕ Валентина Никитина каланă тăрăх, хăш-пĕр çĕрте районта çирĕплетнĕ ("Россельхозцентр" ФПУ-н Чăваш Енри филиалĕ палăртать) аслă апробаторсем тĕрĕслевсем ирттермен. Саккунсем тăрăх, ятарлă курссенче пĕлÿ пухса аккредитаци илнĕ çын та асăннă тĕпчевсене ирттереет. Çав шутра ял хуçалăх предприятийĕн специалисчĕ те. Акни нормативлă документсемпе килĕшсе тăрсан апробаторăн ятарлă акт (апробаци е регистраци акчĕ) çырмалла. Сутлăх валли акнă калчана тĕпчесе пĕтĕмлетÿ туни кирлĕ. Хуçалăхра усă курас тенине регистрацилени те çителĕклĕ.

Шăтаслăха вăрăсене анализ туса палăртаççĕ. Ку ĕçе вăрлăх инспекцийĕсем, çавăн пекех аккредитациллĕ çынсем пурнăçлаççĕ.

Сорт тата ака пахалăхĕсене "Ял хуçалăх ÿсен-тăранĕсен вăрлăхĕсем. Сорт тата ака пахалăхĕсем" ("Семена сельскохозяйственных растений. Сортовые и посевные качества") Р 52325-2005 номерлĕ патшалăх стандарчĕпе (ГОСТ) палăртаççĕ. Çĕр улмин вăрлăхĕ тĕлĕшпе - "Вăрлăх çĕр улми. Техника условийĕсем" ("Картофель семенной. Технические условия") Р 53136-2008 номерлĕ патшалăх стандартне пăхăнмалла.

Апробаторсене тата проба илекенсене аккредитацилессин йĕркине РФ Ял хуçалăх тата суту-илÿ министерствин 1999 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи 690-мĕш приказĕпе çирĕплетнĕ.

Çĕр-шыври апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕçлекен асăннă служба специалисчĕсемшĕн хуçалăхсем апробаци ĕçне тĕрĕс ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Ку енпе саккунсене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарса штраф тÿлеттереççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика