29 августа 2012 г.
ÇУ КАÇĔПЕХ кунта ачасен хаваслă сасси илтĕнмен. Шăпăрлансем çуллахи каникул вăхăтне килĕсенче, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аппăшĕ-тетĕшĕ çумĕнче ирттернĕ. Вĕсем сарă хĕвел ăшшипе киленсе урамра вылянă, телевизорпа ача-пăча программисене пăхнă. Анчах та вĕсен часрах ялти ача садне каяс килнĕ, юлташĕсемсĕр тунсăхланă.
Анат Чаткасри "Чебурашка" ача сачĕ июньте юсав ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ачасене вăхăтлăха йышăнма пăрахнă. Кунта хĕрсе кайсах пÿлĕмсенче, картишĕнче тирпей-илем тăвас тĕллевпе тăрăшма пуçланă. Часах стенасене, урайсене сăрланă, çĕнетнĕ. Пÿлĕмсенче кăмăла çĕклекен ÿкерчĕксем те вырнаçнă. Ытармалла мар илемлĕ чечексемлĕ картишне те çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Ачасене выляма валли ăна икĕ "пахчана" карта тытса уйăрнă. Вĕсенче сĕтелсемпе саксем, пĕчĕк пÿрт тата ытти юмахри ăпăр-тапăра ăсталаса вырнаçтарнă. Чи кăсăкли вара кунта – сап-сарă хăмасенчен тунă "беседка". Вăл пысăк та илемлĕ. Малашне пĕчĕкскерсене ăмăр çанталăкра та кунта илсе тухма май пур.
– Юсав ĕçĕсене пурнăçлама район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçарнă, – каласа пачĕ ача сачĕн ертÿçи Татьяна Захарова. – Строительство материалĕсене Шăмăршă лесничествинчен кÿрсе килтĕмĕр. Платник ĕçĕсене те хамăр вăйпах пурнăçлама тăрăшрăмăр. Хамăр патăрта рабочи пулса ĕçлекен Анатолий Леонтьевпа ялти хастарăн Александр Ефимовăн аллисем чăннипех те ылтăн пулнине каласа хăварас килет. Паллах, хăш-пĕр ачасен ашшĕ-амăшĕ те юсав ĕçĕсенче килсе пулăшма тăрăшрĕ.
Чăн та ĕнтĕ, ушкăнпа ĕçлесен ĕç кал-кал пулать. Анчах ытларах пайне пур пĕрех садикре ĕçлекенсен хăйсен пурнăçлама тивнĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕ те пĕтĕм ĕçе вĕçне çитерме çитеймен. Акă çĕнĕ картасемпе "беседкăна" сăрлама валли сăрă илме май килмен. Юпасемпе решеткесем çапнă каштасене тĕс кĕртме вăй çитернĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова уйăрса панă сăрă шăпах çак ĕçе пурнăçлама кайнă. Тен, пуçланă ĕçе вĕçе çитерме спонсорсем тупăнĕç е ачасен ашшĕ-амăшĕ пуçарулăх кăтартĕ;
1980 çулта уçăлнă ача садĕнче паянхи кун 8 çын ĕçлет. Тамара Кузьминапа Александра Еремеева воспитательсем, Елена Мутовапа Марина Тяпушова воспитательсене пулăшакансем (няньăсем), Людмила Урдюкова повар, Людмила Синелева япала çăвакан, хуралçă, Анатолий Леонтьев рабочи тата садик ертÿçи Татьяна Захарова хăйсен ĕçне чун-чĕререн юратса пурнăçлаççĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех 20-25 çул е ытларах та кунта тăрăшаççĕ. Куллен ялти 40 ача кунта çÿрет.
Пÿлĕмсене курса çÿренĕ май куç умне ачасен хаваслă кулăллă сăнĕсем, хăлхара чĕвĕл-чĕвĕл сассисем илтĕнсе тăчĕç. Çакă теттесем курнăран çапла пулчĕ-тĕр. Пуканесем, машина-трактор хальлĕхе тăлăххăн курăнчĕç. Ачасене вĕрентмелли пособисем те шкапрах типтерлĕн выртаççĕ. Паллах, çакă веçех вăхăтлăха кăна-ха.
– Ача садне теттесем парнелекен пуян чун-чĕреллĕ çынсем те пур пирĕн тăрăхра, – сăмахне тăсрĕ Татьяна Андреевна. – Лидия Хрисанова, Инна Фадеева, Елена Ильина тата ыттисем вун-вун тетте килсе пачĕç. Çакăншăн эпир вĕсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.
"Чебурашка" ача садĕнче пĕчĕк музей пурри уйрăмах савăнтарчĕ. Кунта чăвашсен авалхи çи-пуçĕ, хуçалăхра усă курнă ăпăр-тапăр. Апла пулсан пĕчĕкскерсем хамăрăн мăн асатте-асаннесен пурнăçне чухласа, йăла-йĕркене пĕлсе çитĕнеççĕ.
Садикпе сыв пуллашакансен ашшĕ-амăшĕ ача садне асăнмалăх парне илсе парса тав тунă. Çапла вара "Чебурашка" йăла-йĕрке техникипе пуянланнă. Спорт инвентарĕ парнелесе те хавхалантараççĕ. Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ачисене лайăх пултăр тесе тăрăшать мар-и; Ара, ырă туни ырăпах таврăнать-çке.
Пысăк ĕç пурнăçланă çу кунĕсенче кунта. Ачасем ача садне килсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕç, савăнĕç. Анчах тумалли ĕçсем татах та пур. Вĕсене кăçал пурнăçлаймĕç. Çитес вăхăтра вара чÿрече рамисем те çĕнелессе шанас килет, вĕсем çĕрĕшме пуçланă.
Ача садĕнчен сыв пуллашса тухсан пуçра çиçĕмле хăвăртлăхпа шухăш чупса иртрĕ: "Мĕншĕн ачалăх ытла та хăвăрт иртет-ши;"
«Ялта вĕрентекенсемсĕр пурнăç çук»
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн кашни çулах вĕрентекенсен районти конференцийĕ иртет. Кăçал та ăна пăрахăçламан. Вăл августăн 24-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче пулчĕ. Пурĕ 220 çын ытла хутшăнчĕ унта. Вĕсем хушшинче – вĕрентекенсем, ача сачĕсен ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, методистсем тата ыттисем те.
Конференцие район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев уçрĕ. Вăл хăйĕн калаçăвĕнче "Ялта вĕрентекенсемсĕр пурнăç çук. Вĕсем яланах малтисен ретĕнче", – тесе палăртрĕ. Валерий Петрович шкулсен тĕрлĕ бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса парасса пĕрмай кĕтсе лармалла маррине, хăйсен те укçа-тенкĕ тупма пĕлмеллине уççăнах пĕлтерчĕ, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Чăваш Республикинчи вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствинчен килнĕ Вячеслав Бычков районти вĕрентÿ системи, республикăрипе танлаштарсан, мĕнлерех аталанса пынине пĕлтерчĕ. Вячеслав Валерьевич ĕçре палăрнă вĕрентекенсене çитес вĕренÿ çулĕпе саламланă май ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин Хисеп грамотипе те наградăларĕ.
Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева "Шăмăршă районĕнчи пуçаруллă та пултаруллă ачасене аталанма пулăшасси" ятпа доклад туса пачĕ. "Пуçаруллă та пултаруллă ачасемпе ĕçлесси ача сачĕсенчех пуçланать. Унăн аталанăвĕ тĕрлĕ комплекслă программăсем çинче никĕсленет, шкулта малалла тăсăлать", – палăртрĕ вăл. Çавăн пекех Наталья Германовна пуçаруллă та пултаруллă ачасемпе ăнăçлă ĕçлекен вĕрентекенсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕренÿре, спортра пысăк çитĕнÿ тăвакан вĕренекенсем те манăçа юлмарĕç. Вĕсем пирĕн мăнаçлăх.
Конференццире тухса калаçакансем нумайăн пулчĕç. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти психолог Людмила Николаева, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Елена Петькова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Анатолий Петров, Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн ертÿçи Елена Гадиева, районти искусство шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Никишина вĕрентÿ çурчĕсенчи çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç, хăйсем туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн Николай Павловăн сăмахĕсене те ăшшăн йышăнчĕç залра ларакансем.
Районти конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Чи лайăх шкулпа" "Чи лайăх ача садне" палăртрĕç. Вĕсем – Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул тата Анат Чаткасри "Чебурашка" ача сачĕ. Ачасен Спартакиадин çĕнтерÿçĕ командисене те парнесемпе чысларĕç.
Сисмерĕмĕр те, каникул вĕçленчĕ. Часах ачасем хаваслăн йăл кулса шкулалла чуптарĕç. Вĕрентекенсем вĕсене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрĕç. Çĕнĕрен те çĕнĕ çĕнтерÿсемпе, çитĕнÿсемпе савăнтарĕç пире вĕренекенсем. Çаплах пултăрччĕ те.
Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем, сире çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатпăр!