Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянтан эп шкул ачи

01 сентября 2012 г.

Хаваслă каникул вăхăчĕ вĕçленчĕ. Шăрăх кунсем те хыçа юлчĕç. Ачасем канăва усăллă ирттерсе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли вăй пухрĕçех пулĕ. Вĕсем çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтарĕç, хăйсен пултарулăхĕпе пуçарулăхне те кăтартĕç.

Уйрăмах чăтăмсăррăн сентябрĕн 1-мĕшне шкула пуçласа каякансем кĕтрĕç. Вĕсем çĕнĕ костюмпа шăлавара, сумкана темиçе хутчен вырăнтан хускатрĕç, тăхăнса, çакса пăхрĕç. Пĕлÿ кунĕнче вĕсенчен хаваслăраххисем те пулмаççех ĕнтĕ. Çак йăл кулă вĕсен сăн-питĕнчен шкултан вĕренсе тухиччен те ан çухалтăр.

Кăçал районта пĕрремĕш хут шкул алăкĕсене 164 хĕр ачапа арçын ача уçса кĕрĕ. Вĕсенчен уйрăммăн шкулсем тăрăх пăхса тухсан çапларах ÿкерчĕк тухса тăрать: Шăмăршăра – 67, Палтиелĕнче – 16, Карапай Шăмăршăра – 10, Пуянкассинче – 10, Пăчăрлă Пашьелĕнче – 9, Кивĕ Чукалта – 9, Анат Чаткасра – 7, Асанкассинче – 7, Патирекре – 6, Чукалта – 6, Виçпÿрт Шăмăршăра 6 ача партăсем хушшине вырнаçса ларĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа сире саламласа пурне те çирĕп сывлăх, лайăх паллăсем кăна илме, çитĕнÿсем тума сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика