Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютер вăййи – СЫВЛĂХ ÇĂЛ КУÇĔ-ШИ;

01 сентября 2012 г.

Спорт – сывлăх çăл куçĕ. Çавăнпа та кашнийĕнех çакна асра тытмалла. Тĕрлĕ хусканусем тусан, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан çынсем çирĕп те илемлĕ ÿт-пÿллĕ, илĕртÿллĕ курăнаççĕ. Хамăр сывлăхшăн эпир хамăрах явап тытатпăр темелле.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш

çулĕсенче кашни ялтах стадионсем пулнă. Унта тĕрлĕрен спорт вăййисем иртнĕ. Шкул ачисем, çамрăксем, çитĕннисем хаваспах футболла, волейболла выляма пухăннă. Урампа урам пайланса турнирсем йĕркеленĕ. Стадионта сас тĕттĕм каç хăйĕн чаршавĕпе таврана хупламасăр та лăпланман.

Шкул ачисем лапталла, пытанмалла, пĕр-пĕрне хăваламалла, шапалла тата вун-вун тĕрлĕ вăйăсем выляни те халĕ ырă аса илÿсем кăна çуратать. Хаваслă арçын ачасемпе хĕр ачасен сассипе ял урамĕсем кĕрлесе кăна тăнă. Кунĕпе йытă хăваласа чупнă тесе каласшăн мар, вĕсем çав вăхăтрах кил хушшинчи ĕçсене те пурнăçланă: пахчари çимĕçсене шăварнă, çумланă, кăпкалатнă, татса-çурса хатĕрленĕ вутă-шанкăна йăтнă, купаланă... Аслисемпе пĕрле, каникул вăхăтĕнче, колхоз ĕçĕсене те хутшăннă. Хĕллехи кунсене те ăшă пÿртре ларса ирттермен. Сиввине, çил-тăманне пăхмасăр урамалла туртăннă. Кам çунашкапа, кам йĕлтĕрпе ярăннă, конькипе пăр çине йĕрлекенсем те пулнă.

Вĕренÿ çулĕ пынă вăхăтра шкулсенче тăхтав вăхăтĕнче е ирех, уроксем пуçланиччен, вĕренекенсем мечĕк хăваласа чупнине час-часах курнă. Асфальт çине йĕрсем туртса хĕр ачасем "панукла" выляни те куç умĕнчех. Вĕсен аллинчен "скакалка", "обруч" та кайман.

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсе-

не халĕ илемлĕ фильмри пек кăна аса илетпĕр. Çитĕнекен ăру ял ачисем хушшинче сарăлнă вăйăсене выляма пĕлни кăна мар, вĕсен ячĕсене те пĕлмест. Паянхи шкул ачисемпе çамрăксемшĕн телефон, компьютер, телевизор малти вырăнта тăрать. Кунĕпе те, çĕрĕпе те экран çинчен куçĕсене илмесĕр ларма хатĕр вĕсем. Урама тухса спорт вăййисене выличчен компьютерти е телефонри вăйăсене çавăрттараççĕ: машинăсемпе "хăвалаççĕ", вăрçăлла "выляççĕ" тата ытти те. Ача садне çÿрекен ачасенчен пуçласа 17-18 çула çитичченхи таранах компьютер валли вăйăсем туяннине те хăнăхса çитрĕмĕр. Çавсенчен пĕри те вĕрентÿ пособийĕ илессишĕн çунмасть. Тата компьютер вăййисен ячĕсене мĕнле ас туса пĕтереççĕ, хăшне-пĕрне калама чĕлхе те çаврăнмасть.

урамсенче ачасен сасси

илтĕнни енчетрен пĕрре кăна илтĕнкелет. Ялсенчи стадионсенче малтанхи пек вăйăсем иртмеççĕ. Тĕрĕсрех каласан стадионсем те юхăнса пыраççĕ. Нумайăшне курăк пусса илнĕ, теприсем пачах та çухалнă, вĕсенче пăрусем кăкарса усраççĕ. Ял тăрăхĕсенче çакăн çине тимлĕх уйăрса каймаççĕ.

Районта тирпейлĕ, вăйă

сем ирттерме юрăхлă вунă стадион, – тесе пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн специалист-эксперчĕ Вячеслав Антонов. – Шкул çумĕнче те спорт лапамĕсем пур.

Шел те, шутланса кăна тăраççĕ пулĕ çав, вĕсенчен хăшне-пĕрне кăна спорта юратакансем пухăнаççĕ. Выляма пыракансемсĕр тăлăххăн курăнаççĕ çак вырăнсем.

Ялти спорта, вăйăсене аталантармалла тетпĕр пулсан та, хальлĕхе ку енĕпе улшăнусем пурри сисĕнмест-ха. Çынсем хăйсем валли урăхларах киленĕç тупаççĕ пулас. Физкультурăпа спортран темшĕн ютшăнма пуçларăмăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика