Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене регистраци учетне тăратмалла

01 сентября 2012 г.

АЧА çуралсанах халĕ ăна регистраци учетне тăратаççĕ. Маларах вара çакнашкал йĕрке пулман. 14 çул таранчченхи ачасене регистраци учетне тăратман фактсем районта чылай. Çавна май ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене ял поселенийĕн администрацийĕнче регистраци учетне тăратма тăрăшмалла.

Кун валли ачан çурални çинчен калакан свидетельствине, кил-çуртăн патшалăх регистрацийĕн свидетельствине тăратмалла. Заявление (ятарлă бланк çине) ял поселенийĕн администрацийĕнче çырмалла. Кун хыççăн ачана регистраци учетне тăратнине çирĕплетекен свидетельство çырса параççĕ.

Шел, чылай ашшĕ-амăшĕ çак ĕçе пурнăçлама васкамасть-ха. Çакна пула Украинăна, Белоруссие, ытти çĕр-шывсене ачасемпе пĕрле кайсан, вĕсене ялта регистраци учетне тăратманнине пула, чикĕ урлă каçнă чухне йывăрлăхсем те сиксе тухаççĕ. Вăл е ку çĕр-шывăн, таможня службинчен пирĕн районти территори пунктне шăнкăравланă, çемьери ачасем çинчен ыйтса пĕлнĕ фактсем темиçе те пулчĕç ĕнтĕ.

Район çыннисене ют патшалăхсене каймалли паспорт çырса парасси малалла пырать. Çак документа илес тесен пирĕн службăна паспорт ксерокопине, ĕç кĕнекин копине, перекет кассине 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿленине ĕнентерекен квитанци, 3,5 х 4,5 см форматлă тĕслĕ 2 сăн ÿкерчĕк илсе килмелле. Заявлени-анкетăна пирĕн пунктра çырмалла.

Эпир 5 çуллăха паспорт илме документсем йышăнатпăр. Ют çĕр-шывсене çÿремелли 10 çуллăха паракан паспорта вара Канаш хулинче (Ленин урамĕ, 12-мĕш çурт) илмелле. Çÿлерех асăннă документсене тÿрех Канаша илсе каймалла. Ют çĕр-шывсене каймалли паспорта Шупашкарти нумай функциллĕ центрта та (Ленинградская урамĕ, 36-мĕш çурт) илме пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика