01 сентября 2012 г.
ОРЕНБУРГ облаçĕнчи Кувандык хулинче пурăнакан Сергей Крапошин Чулхулана кайнă пулнă. Каялла таврăннă чухне Çĕрпÿ-Ульяновск автоçул çинче, Шăмăршăри "Лукойл" автозаправка станцийĕ тĕлĕнче вăл, çĕрле, ВАЗ-21102 автомашинăпа пĕр арçынна таптаса амантнă.
Вăл самантрах хăйĕн машинине чарса Шăмăршă çыннине пулăшма, ăна "Васкавлă пулăшу" службине леçме васканă тетĕр-и; Çук çав, çынни урăхлараххи пулнă. Оренбург таврашĕнче пурăнакан водитель авари тунă хыççăн хăвăртлăха чакармасăрах малалла çул тытнă, çынна йывăр амантса авари вырăнĕнчен тарса кайнă. Юнашар ларса пынă пассажир та ăна автомашинăна чарма хистемен. Çапла вара, Сергей Крапошин РФ УКĕн 264-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче палăртнă преступлени тунă. Авари вырăнĕнчен тарса кайса, йывăр аманнă çынна пăрахса хăварса çирĕм тăваттăри каччă тепĕр преступлени туса хунă (РФ УКĕн 125-мĕш статйи).
Çĕрлехи сĕмлĕх Сергей Крапошина пулăшайман. Авари пирки информаци илсенех районти полици сотрудникĕсем оперативлă шырав мероприятине пуçланă, тÿрех кÿршĕллĕ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи ГИБДД инспекторĕсемпе çыхăннă. Преступлени тунă хыççăн 40 минутранах Нагаткин ялĕнче Сергей Крапошин автомашинине тытса чарнă.
Полици уйрăмĕнчи следстви службин сотрудникĕсем çак аварипе çыхăннă кашни пулăма тĕплĕн тишкерсе тĕпченĕ (йывăр аманнă çын больницăра сипленнĕ), материалсене суда тăратнă.
Сергей Крапошина преступлени тунăшăн пĕр çулталăк та 6 уйăхлăха условнăй срок панă. Çак çыннăн биографийĕнче "хура пăнчă" яланлăхах юлать.
Çул-йĕр çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Уйрăмах – çĕрлехи вăхăтра.