01 сентября 2012 г.
ЫТЛАРИ КУН Шупашкарта ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин анлă ларăвĕ иртнĕ. Алексей Табаков министр республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи аталанăвĕпе паллаштарнă.
Промышленноç производствин калăпăшĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 15,6 процент ÿснĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионтан пĕри те çавнашкал кăтартупа мухтанаймасть.
Укçа-тенкĕн мĕн пур çаврăнăшĕ 6 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулхинчен 2 хут нумайрах, федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăх кăтарту.
Иртнĕ çул Чăваш Ен экономикăпа социаллă пурнăçа 55 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă. Çакă регионăн шалти пĕтĕм продукчĕн 30 проценчĕпе танлашать. Раççейре çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме 25 процент кăна хывнă.
Республикăра пĕчĕк предприятисене аталанма пулăшаççĕ. Кăçал вĕсем хыснаран 408 млн тенкĕ – иртнĕ çулхинчен 21 процент нумайрах – илеççĕ. Патшалăх 1200 предпринимателе кĕмĕл уйăрать, 6,5 пин çынна тĕрлĕ çăмăллăх кÿрет. Çавна май çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ, пĕчĕк предприятисем хыснана налук куçараççĕ.
Асăннă тапхăрта вак тавар 10,1 процент нумайрах сутнă. Республика ку енĕпе те малта. Чăваш Ен организацийĕсенче вăй хуракансен кашни уйăхри ĕç укçи вăтамран 16134 тенкĕ – пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулхинчен 16,9 процент нумайрах – пулнă.
2011 çулхи январь уйăхĕпе танлаштарсан кăçалхи пĕрремĕш çур çулта апат-çимĕç – 4,7, апат-çимĕç мар тавар 1,6 процент хакланнă. Çынсене кÿрекен пулăшу тÿлевĕ 7 процент ÿснĕ.