05 сентября 2012 г.
ЧĂВАШ ЕН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри дзюдо федерацийĕн Аслă Канашĕн Председателĕпе Аркадий Ротенбергпа тĕл пулнă. Хаклă хăнана кĕтсе илнĕ хыççăн Правительство çуртĕнче канашлу пулса иртнĕ, ун ĕçне Пĕтĕм Раççейри тата Европăри самбо федерацийĕн президенчĕ Сергей Елисеев, Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, Кăнтăр федераци округĕн тата Краснодар крайĕн самбопа дзюдо федерацийĕн председателĕ Рудольф Бабоян, Чăваш Енри самбопа дзюдо аталанăвĕн фончĕн председателĕ Сергей Гаврилов, самбо енĕпе "Четра" профессиллĕ клубăн аслă тренерĕ Юрий Шоя хутшăннă.
Канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра физкультурăпа спорта аталантарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта, сăмахран, çăмăл атлетика, велоспорт, ухăран пересси, йĕлтĕрпе биатлон центрĕсене тăваççĕ. Республикăра пурăнакансен 29 проценчĕ спорт юхăмне активлă хутшăнать. Çитес вăхăтрах çак кăтарту 40 процентпа танлашмалла.
Çавăн пекех, Чăваш Енре самбо тата дзюдо спортне пин çурра яхăн çын хутшăнать. Тивĕçлĕ условисем туса парсан Аркадий Ротенберг дзюдо енĕпе тренерсем хатĕрлеме квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерме май пуррине палăртнă.
Юлашкинчен Пĕтĕм Раççейри тата Европăри самбо федерацийĕн президенчĕ Сергей Елисеев 2010 çулта Шупашкарта дзюдо енĕпе Европа чемпионатне ирттерме пулăшнăшăн Михаил Игнатьева асăнмалăх парне панă.