Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ян! кайрĕ шăнкăрав сасси

05 сентября 2012 г.

Сисмерĕмĕр – иртрĕ çулла, Тулта ак, паян кĕркунне. Шкула, ачасемĕр, шкула, Ларар партăсем хушшине.

Çак сăвă йĕркисене пуçра тытса сентябрĕн 1-мĕшĕнче ялсенчи ачасем шкула васкарĕç. Шукăль тăхăннă вĕрнекенсене пăхса ытармалла мар, аллисенче чечек çыххисем çинчен куç каймасть.

Районта кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пурĕ 1625 вĕренекен партăсем хушшине ларчĕ, вĕсенчен 164-шĕ пĕрремĕш класс ачисем.

ПАЛТИЕЛ. Йăл-йăл кулса пухăнчĕç Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула вĕренекенсем. Каникул вăхăтĕнче пĕр-пĕринсĕр тунсăхласа çитнĕскерсен темĕн çинчен те калаçмалли тупăнатех ĕнтĕ. Юратнă вĕрентекенĕсемпе те сÿтсе явмалли ыйтусем пайтах пухăннă.

Пĕлÿ кунĕнче чи хаваслисем вара - пуçласа пĕрремĕш класа килекенсем. Вĕсем кăçал - 10-ăн. Чечек çыххисем тытнăскерсем хăйсен аслă юлташĕсем çине тĕлĕнерех те, ăмсанарах та пăхкаларĕç. Ара, вĕсен çулне çитиччен нумай вĕренмелле пулать-çке.

Хаваслă линейкăна Ольга Долгова вожатăй уçрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа вĕренекенсене шкул директорĕ Рудислав Сорокин саламларĕ, вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем тунă, обществăлла ĕçре палăрнă ачасене Тав çырăвĕсемпе Дипломсем парса чысларĕ. Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Кешафетдин Сейфутдинов та вĕренекенсене ăнăçусем сунчĕ, акционерсен хупă "Мир" обществăн ертÿçи Зефер Афиятуллов ыйтнипе, каникул вăхăтĕнче ĕçленĕ хастарсене Грамотăпа тата укçан премипе савăнтарчĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Лариса Портнова пухăннисене саламланă май уйрăмах пĕрремĕш класс ачисем çинче чарăнчĕ.

– Паян сирĕншĕн чи çутă та хаваслă кун, - терĕ Лариса Николаевна. - Хăвăрăн таса ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртмелле пултăр сирĕн. Пĕлÿ тĕнчинче сирĕн валли нумай çĕнĕлĕх уçăлĕ, йывăрлăхсем те тĕл пулĕç. Эсир вĕсене парăнтарса пырса çĕр-шыва кирлĕ çынсем пулса тăрасса пĕрре те иккĕленместĕп. Пурне те ăнăçу, телей сунатăп.

Çавăн пекех педагогика ĕçĕн ветеранĕ Роза Минеева, пĕрремĕш класс ачисен ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен Галина Яковлева, вĕрентекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Константинова сăмах илчĕç.

Паллах, вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем чи кĕçĕннисене саламларĕç. Вĕсем сăвăсем вуларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç. Парăмра пĕрремĕшсем те юлмарĕç. Пĕчĕкскерсем аслă юлташĕсем пекех хастар та пултаруллă пулма пурин умĕнче те тупа турĕç.

Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Унăн сасси малтанхи урока йыхравларĕ. Ăна Рашид Хакимовпа (11 класс) Татьяна Яковлева (1 класс) янăраттарчĕç. Çапла вара Палтиел шкулĕнчи 160 вĕренкен партăсем хушшине ларчĕ.

ШĂМĂРШĂ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттерекен линейкăна кĕске сăмах каласа Вера Хорькова уçрĕ. Малалла шкул директорĕ Ольга Еремеева сăмах илчĕ.

– Паян сирĕншĕн те, пирĕншĕн те телейлĕ кун, – терĕ Ольга Михайловна. – Пуçласа шкул алăкне уçса кĕрекенсемшĕн çак самант яланлăх- ах асра юлĕ. Пурне те лайăх вĕренме, "пиллĕк" паллăсем кăна илме, аçăр-аннĕре савăнтарма ырă сунатпăр.

Шкул директорĕ вĕренÿре тата обществăлла ĕçсенче палăрнă ачасене Грамотăсемпе тата Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ.

Уява килнĕ хаклă хăнасем те сăмах каларĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çмарăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева, 1 классен вĕрентекенĕ Марина Чураева, ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен Лариса Юманова саламларĕç.

Пĕрремĕш класс ачисен пултарулăхне те курса тĕлĕнчĕç. Вĕсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем вуларĕç.

Акă хумхануллă самант. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи малтанхи шăнкăрава 11 класра вĕренекен Ринар Пелеевпа пĕрремĕш класа пуçласа килнĕ Велерия Юманова шăнкăртаттарчĕç.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ. Чечек çыххисем йăтнă ачасем васкасах шкул еннелле утнине пурте сăнаса пăхса тăчĕç, вĕрентекенсем хĕр ачасемпе арçын ачасене хаваспах шкулта кĕтсе илчĕç. Пĕлÿ кунĕ – чаплă уявсенчен пĕри-çке ачасемшĕн.

Пуринчен те савăнăçлараххисем çак кун пĕрремĕш классем пулчĕç. Вĕсем – вуннăн, пĕри тепринчен маттуртарах.

Тăрăшса вĕренме, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнме, çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтарма сунса, шкул директорĕ Анатолий Петров, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Угарин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никифоров саламларĕç. Çак шкулта ăс пухнă халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Юрий Прохоров та килме кăмăл тунă. Вăл, пушар чаçĕнче вăй хураканскер, шкула пушар сÿнтерекенсен тумне парнелерĕ.

217 вĕренекеншĕн пĕрремĕш шăнкăрава Александр Петров (11 класс) тата Ангелина Чегаева (1 класс) янăраттарчĕç.

ПУЯНКАССИ. Çанталăк ăмăр пулсан та ачасен кăмăлĕсем уçă та хаваслă, сăн-пичĕ йăл кулăпа çиçет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать мар-и; Пурте çак куна чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул кăçал 68 ачашăн алăкне яриех уçса ячĕ. Вĕсенчен пĕрремĕш хут парта хушшине ларакасем 10 ача . Шăпах çак маттурскерсем çинчен ыттисен куçĕсем каймарĕç. Вĕсемшĕн чи асамлă та асра юлакан самант-çке. Линейкăна аслă вожатăй Наталья Пушкина уçрĕ.

Вĕренекенсене, килнĕ хăнасене саламласа шкул директорĕ Николай Егоров, Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин, район администрацийĕн верентÿ тата çамрăксен политики пайĕн специалисчĕ Татьяна Мишкина, педогогика ĕçĕн ветеранĕсем Геннадий Алексеев, Людмила Тимофеева сăмах каларĕç. Вĕсем кашниех ачасене тăрăшса вĕренме, лайăх вĕренекенсем пулма сунчĕç.

Урока йыхăракан пĕрремĕш шăнкăрава Сергей Алексеевпа (9 класс) Арина Краснова (1 класс) янăраттарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика