05 сентября 2012 г.
ЧĂВАШ ЕН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Чи малтанах вăл пухăннисене Елена Иванова ентешĕмĕр Лондонри Паралимп вăййисенче 200 метра чупса çĕнтернĕ ятпа саламланă.
Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне çĕнетмелли мерăсене мĕнле пурнăçлани çинчен ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каласа панă. Кăçал Чăваш Енри шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме 1 млрд та 200 млн тенкĕ уйăрнă. Кашни виççĕмĕш шкула тĕпрен юсанă, пуринче те яланхи юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Çавăн пекех шкулсене компьютерсемпе, оборудованипе тивĕçтерме, столовăйсене çĕнетме чылай укçа уйăрнă. 1-2-мĕш классене федерацин ятарлă списокĕнче учебниксемпе, тăван чĕлхене вĕренмелли пособисемпе тÿлевсĕр тивĕçтернĕ. Шкул автобусĕсен паркне малалла çĕнетеççĕ, 2002-2003 çулсенчи автобуссене çĕннисемпе улăштарнă.
Йышăну комиссийĕсем мĕн пур шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине палăртнă.
Михаил Васильевич шкулсенче ачасен апатланăвне "швед сĕтелĕн" принципĕпе йĕркелемелли çинчен каланă. Шкул ачисене апатлантарма усă куракан çимĕçсем хакланни пирки информаци пуррине палăртнă. Тĕслĕхрен, сĕт продукчĕсен, çăнăх, çăмарта, тăвар хакĕсем 30: ытла ÿснĕ. Çавна май тивĕçлĕ органсене социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене йĕркелесе пымалли çинчен аса илтернĕ.
Канашлура çавăн пекех касмалли вăрман лаптăкĕсене арендăна парас тĕлĕшпе аукционсем ирттерессипе, вăрман каснăшăн аренда тÿлевне татман организацисенчен парăмсене шыраса илессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.