Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл васкатать

05 сентября 2012 г.

ПУР ĕçĕн те хăйĕн вăхăчĕ. Ахальтен мар урапана хĕллех, çунана вара çуллах хатĕрлеме хушнă. Кая юлнă ĕç çине юр çуни сахал пулкалать-и тата; Хапха умне туй килсе çитсен çеç – пушшех те.

Кĕр кунĕсем хĕле ылмаштариччен те вăхăт нумаях юлмарĕ. "Шурă шăнасем" вĕçме тытăниччен выльăх-чĕрлĕх витисем хатĕр-и;

Ку тĕлĕшпе пăр тапраннă, ĕçсем пыраççĕ темелле. "Исток" сахал яваплă обществăра, акă, юсав ĕçĕсене çĕр проценчĕпех пурнăçланă, витесене шуратса дезинфекци те тунă. "Мир" акционерсен хупă обществинче те выльăхсемшĕн хĕл хăрушă пулмĕ. "Агрофирма "Колос" сахал яваплă обществăри сысна витине тахçанах юсаса шуратнă, дезинфекциленĕ.

"Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче те фермăсене хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе юлашки ĕçсем пыраççĕ. Ĕне вити хатĕр. Пăрусен тата сыснасен витисенче çеç пысăках мар ĕçсем юлнă.

"Восход" СХПКна илес пулсан, кунта сĕт-çу фермине реконструкциленĕ, тĕп прохода бетон сарса хытарса тикĕсленĕ, выльăхсене уçăлма кăларма карта тытса çаврăннă. Халĕ кунта сĕт блокне тăвасси çеç юлнă. Унта сĕт пăрăхне, холодильник вырнаçтармалла.

"Карлинская" агрофирмăра та витесем хĕле хатĕрпе пĕрех – хăш-пĕр чÿречене лартмалла тата шуратмалла кăна.

Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те хĕле тĕплĕн хатĕрленме тăрăшни куç кĕретех. Ку тĕлĕшпе Г.Макарова, Т.Иванована лайăхпа палăртса хăвармалла.

"Шанс" сахал яваплă обществăпа "А.И.Сатеев" фермер (хресчен) хуçалăхĕ те юсав ĕçĕсене пуçăннă. Вĕсенче хĕл умĕн ăна-кăна йĕркене кĕртмелли самаях-ха. Вăхăт вара васкама хистет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика