Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсĕр пурнăç

05 сентября 2012 г.

Вăхăчĕ çапла килсе çитрĕ пулмалла: этемĕн пурнăçĕ юлашки çулсенче палăрмаллах улшăнса кайрĕ, нумайăшĕн пурнăç тĕрекĕ çухалчĕ. Çухалнă тĕреке шырама та, хытарма та пăрахрĕç хăшĕсем, çавăнпах ĕнтĕ чылайăшĕ хум ăçта илсе каять – çавăнталла сулăнаççĕ. Уйрăмах çамрăксене пырса тивеççĕ çак сăмахсем. Темиçе çул каялла çамрăк ăрăва пионер, комсомол организацийĕсем пĕрлештерсе тăратчĕç, вĕсем те çук халĕ.

Паянхи яш-кĕрĕме ытларах ют-çĕр-шывран куçнă йăласем илĕртеççĕ. Нумайăшĕ тĕрлĕ секта-общинăсен танатине кĕрсе ÿкеççĕ. Америкăран килнĕ проповедниксене çăвар карсах итлесе лараççĕ, ара, лешсем йăвашшăн та сăпайлăн калаçма, ĕнентерме пĕлеççĕ-çке. Пурнăç тĕллевĕ çуккисем вĕсен аллине питĕ хăвăрт кĕрсе ÿкеççĕ.

Пĕччен тăрса юлнисене вара урăхла ертсе пыракансем пуçтараççĕ иккен. Пĕрисене вăрлама вĕрентеççĕ, ытти çыннăн пурнăçне ним вырăнне хумалла маррине ăнлантараççĕ, теприсене эрех-сăрапа иртĕхме хăнăхтараççĕ, наркотиксемпе усă курма хистеççĕ. Çак ушкăн "пуçлăхĕсем" паянхи куна лайăх та савăнăçлă ирттерме сĕнеççĕ, ыранхи çинчен манма, шутлама пăрахтараççĕ. Нумай каччă-хĕре çакăн евĕр пурнăç килĕшет, пуласлăх çине алă сулаççĕ вĕсем. Çапла вара çамрăксем паянхи кунпа анчах пурăнма тытăнаççĕ: çул çитмесĕрех туртма хăнăхаççĕ, эрех-сăра ĕçсе пуçĕсене минретеççĕ, наркотиксемпе усă курма пуçлаççĕ. Кунта вара вĕсене темĕнле хăрушлăх та кĕтет. Анчах çакна çамрăксем пуçа та чикмеççĕ, нумайăшĕ вĕсем çинчен илтмен те пулĕ.

– Эпĕ урама тухма та хăракан пултăм ĕнтĕ, – пăшăрханать кашнинчех иккĕмĕш сыпăкри шăллăм хуларан яла таврăнсан. – Кашни кĕтесрех çамрăксем ушкăнпа пуçтарăнаççĕ те тĕрлĕ синтетикăлла сиенлĕ япаласем ĕçеççĕ е шăршлаççĕ. Кăшт тăхтасан, пуçĕсем арпашма тытăнсан, иртсе çÿрекенсем çумне çулăхма пуçлаççĕ, пĕр палламан çыннах тытса хĕнеме те пултараççĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн токсикомани йăвашрах пулнине туйса илеççĕ çамрăксем, героин енне аллисене тăсаççĕ. Çитĕнекен ачасен хушшинче наркотиксене пула вилекенсен шучĕ 42 хут ÿснĕ. Венăна укол туса наркотиксем яракансен виççĕмĕш пайĕ пурнăçăн хăрушă чирпе – СПИДпа аптратать. Мĕн хистет-ха яш-кĕрĕме алла шприц тытса пурнăçа аркатма; Пĕрремĕш сăлтав вăл – çак çĕнĕлĕхе ас тивсе пăхасси. Наркăмăшлă япалана пĕрремĕш хут тутаннине хăшĕ-пĕри пурнăçăн çĕнĕ мелĕ евĕр хаклать.

Акă, пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам-ха. Урампа утнă май ачасем вылянине сăнаса пыратăп. Нумай та пулмарĕ, пĕри хыттăн йĕрсе ячĕ. Тем сиксе тухман-ши тесе пĕчĕк шăпăрлансем патне чупса пытăм. "Мĕн пулчĕ;" – ыйтатăп куççульпех йĕрекен хĕр ачаран.

– Ăна эпĕ укол турăм, – ак çакăнтан, – вĕçлеке тимĕре вени çине тĕллесе кăтартрĕ çичĕ-сакăр çулхи арçын ача.

– Çакна тума ăçтан вĕреннĕ эсĕ; – ыйтатăп каллех пĕчĕк "тухтăртан".

– Телевизорпа куртăм, – хуравларĕ хăюллă арçын ача. – Кинори аппи йĕмерĕ, ахăлтатса кулчĕ çеç...

Халĕ шутласа пăхăр. Ачан пушă вăхăтне тултаракан ĕç те, ашшĕ-амăшĕн ырă сăмахĕ те мар, урампа телевизор тĕп вырăнта пулнăран ыррине курма-илтме йывăр. Урамри пăсăкпа киле кĕнĕ хыççăн ача экран çинче тата хăрушăраххине курать-çке. Мĕн курнине вĕсем урамра, шкулта пĕрле пуçтарăнса сÿтсе яваççĕ, каярахпа тутанса пăхма шут тытаççĕ. Çакăнтан пуçланса каять те ĕнтĕ общество тÿнтерлĕхĕн "чирĕ". Çавăнпа та килте ашшĕ-амăшĕн, шкулта вĕрентекенсен наркомани çинчен тăтăшах калаçусем ирттермелле. Культура çурчĕсенче те каçсерен ташланипе çеç мар, çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрса вулав каçĕсем, усăллă мероприятисем хатĕрлемелле. Тĕллевсĕр пурнăç чăнах та тĕрексĕр те такăнуллă. Тÿрĕ утма тата тĕреклĕ пурăнма вĕрентесчĕ çамрăксене.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика