05 сентября 2012 г.
ÇУ КУНĔСЕМ те иртрĕç, кĕр те çитрĕ. Ĕлĕкрех чăваш туйсене кĕр мăнтăрĕпе тунă. Халĕ вара аптрамастпăр, çулталăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче те кĕрекене ларатпăр.
Август уйăхĕнче пирĕн районта 15 хутчен туй кĕрленĕ. Çĕнĕ çемье çавăракансем килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле пурăнма тупа тунă. Çаплах пултăрччĕ те. Анчах иртнĕ уйăхра çемье саланнине ĕнентерекен 4 акт çырма тÿр килнĕ. Темшĕн çакнашкаллисене ачисем те уйрăлассинчен чарайман.
Ача çуралать – çемье савăнать. Пĕчĕкскер ашшĕпе амăшне савăнăçпа телей парнелет. Енчен те çут тĕнчене харăсах икĕ тĕпренчĕк килсен – ку икĕ хут савăнăç. Шăпах çак кунсенче Палтиелĕнчи Валиулловсен çемйинче йĕкĕрешсем çуралнă. Вĕсем – çемьери пĕрремĕш пепкесем.
Августра районти ялсене 10 хутчен аист вĕçсе килнĕ. 5 хĕр ачапа 5 арçын ача çирĕп сывлăхпа çитĕнсе çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăрах.
Шел, çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса каякансем 12 çын (4 арçын, 8 хĕрарăм) пулнă. Мĕн калăн ĕнтĕ: пĕрисем – çуралаççĕ, теприсем – вилеççĕ, çут çанталăкăн саккунĕ çапла. Кун-çул тăршшĕ арçынсен – 65, хĕрарăмсен 78 çулпа танлашать.