08 сентября 2012 г.
ШЕЛ, вĕсем çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет: пурăннă тăк чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ Анна Алексеевна Николаева авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 112 çул тултармаллаччĕ. Унăн мухтавлă ывăлĕ, çут тĕнчене шăпах çак кун килнĕ, уçлăха икĕ хут тухса çăлтăрсемпе чăвашла калаçнă, планетăмăр çинче чăваш халăхĕ те пурăннине пĕлтернĕ Андриян Григорьевич 83 çула çитмеллеччĕ.
Тăван халăхăмăрăн кăйкăрĕ паян пирĕн хушăра çук пулин те – унăн сăнĕ вун-вун ăру асăнче упранĕ, паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавт летчикĕ, икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинĕ çуралнă кун чăваш тĕнчи кăна мар, пĕтĕм этемлĕх унăн нимпе виçейми паттăрлăхне сума сăвать. Мĕншĕн тесен ăна тĕнче юратать, хисеплет, асра тытать. Ентешĕмĕре халалланă уяв мероприятийĕсем унăн тăван ялĕнче – Шуршăлти Космонавтика музейĕнче иртнĕ. Ашшĕне асра тытса пурăннăшăн тав тума, чăваш халăхне ырă сунма шĕкĕр хуламăра Андриян Григорьевич хĕрĕ Алена Николаева-Терешкова мăшăрĕпе пĕрле килнĕ. Чукун çул вокзалĕнче хисеплĕ хăнасене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов тата ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, общество организацийĕсен представителĕсем кĕтсе илнĕ.
«Шупашкарта, аттене çуратса ÿстернĕ çĕр çинче татах пулма тÿр килнĕшĕн эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп, ырă туйăмлă çынсен ытамне лекме, вĕсен хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă, – тенĕ Алена Андрияновна журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа. – Пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, ыррине кăна сунатăп...»